Маттур та ĕçчен ентешсене Раççей кунĕпе!
Йĕпреç муниципалитет округĕнчи ялхуçалӑх ĕçченĕсене çурхи ĕççи вĕçленĕ ятпа, хитре кӑна уявпа - Акатуйпа саламлатпӑр!
Йĕпреç тӑрӑхĕ яланах пултаруллӑ çынсемпе, уй-хир бригадисенче, фермӑсенче, механизаторта тӑрӑшса вӑй хурса хӑйсен ячĕсене çӳле çĕкленĕ чӑвашсемпе пуян пулнӑ.
Чӑваш Енри ялхуçалӑх производствин историне Пысӑк Упакасси тӑрӑхĕнчи "Трудовик" колхозра ертсе пынӑ социализма Ӗç Геройĕ Антон Шордеев, Эйпеçпе Вӑтаел тӑрӑхĕнчи Калинин ячĕллĕ колхоз ферминче тӑрӑшнӑ, СССР Верховнӑй Совечĕн депутачĕ пулнӑ Ольга Апчева, Кĕлĕмкассипе Туçа тӑрӑхĕнчи "Красный фронтовик" колхоз механизаторĕсем Ӗçлĕх Хĕрлĕ ялав, Ленин орденĕсен каваларĕсем Анатолий Ильинпа Радик Тимофеев Ылтӑн саспаллисемпе çырӑнса юлнӑ.
Халĕ Йĕпреç муниципалитет округне Игорь Геннадьевич Семёнов ӑнӑçлӑ ертсе пырать. Йĕпреç Ен çĕрĕнчи "Красный партизан" колхоз (çапла, çапла - колхоз ята упранса хӑварма пултарнӑ Пучинкесемпе Çирĕклĕсем!), «Империя», «Пионер» агрофирмасем, Владимирпа Эдуард Марушевсен хуçалӑхĕсем, тата ыттисем те пысӑк пуçарулӑхпа ырӑ тĕслĕх кӑтартаççĕ.
Йĕпреç Ен хастарĕсем! Сире чаплӑ уявпа - Акатуйпа - саламлатпӑр! Сывлӑхлӑ пулӑр! Хӑват Сире! Ӗçлеме те, канма та вӑхӑт тупӑнтӑр!
Йĕпреçсене саламласа Анатолий Абрамов ятарласа рифмӑллӑ йĕркисем хайларĕ.
Сарлака ман Йĕпреç Енĕм.
Таса сывлӑш, улӑхсем!
Ыр туссем, паллах, тӑванӑм,
Симĕс тумлӑ вӑрмансем!
Сарлака ман Йĕпреç Енĕм
Кӑкшӑм шывĕ, Хум, Çавал!
Сан умра ман пысӑк парӑм:
Мĕнле пулнӑ эс авал?!
Пит хитре ман Йĕпреç Енĕм!
Хурӑнсем те ĕшнесем!
Ӗмĕрĕ питех ун вӑрӑм:
Ялĕсем, урамĕсем!
Анлӑ манӑн Йĕпреç Енĕм:
Атте-анне çĕрĕсем!
Саншӑн юрӑ ĕнĕрлерĕм!
Эпир - Йĕпреç ачисем!
Антонина Краснова, Чӑваш Республикинчи "Йĕпреçсен ентешлĕхĕ" обществӑлла юхӑм ертӳçи;
Вячеслав Федоров, юхӑм президенчĕ;
Василий Раймов, юрӑç;
Виктор Петров, артист;
Диана Сусарина, предприниматель.
Июль 2025 |