НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çăкалăх шкулĕн ачисем — çĕнтерÿçĕсем

Категория: В районе Опубликовано: 03.03.2025, 10:15 Просмотров: 1491

lipovkaНарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрĕнче çарпа патриот клубĕсен, кадет класĕсен тата «Юнарми» уйрăмĕсен «Пире çак тĕнчене упрама халалласа хăварнă!» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ.

Ăмăртăва пирĕн округри 11 ушкăн хутшăнчĕ. 110 ытла çамрăк армеец хăйĕн вăйне виçрĕ. Хутшăнакансем 4 енлĕ тупăшу витĕр тухрĕç. Вĕсен хушшинче стройпа утасси, Калашников автомачĕпе магазинне сÿтсе пуçтарасси, çар эстафети тата викторина пулчĕ.

Çăкалăх шкулĕн чысне 9 çамрăк армеец хÿтĕлерĕ, Аня Артемьева (командир), Вадим Алексеев, Сергей Протасов (9 класс), Алиса Семенова, Саша Никифоров, Андрей Ильин (8 класс), Павлик Ананьев (7 класс), Лера Андреева, Игорь Васильев (6 класс). Ачасене хатĕрлекенсем _ Александр Кошелевпа Надежда Исакова вĕрентекенсем.

Пĕтĕмлетÿсем тăрăх пирĕн шкул команди тăватă енĕпе те пĕрремĕш вырăна тухса кăçал та фестиваль çĕнтерÿçин ятне тивĕçрĕ. Округ чысне Çĕмĕрле хулинче иртекен регион шайĕнчи тупăшусенче хÿтĕлĕ.

Ачасен черетлĕ çитĕнĕвĕ шкул хисепленсе тăракан Л.С. Константинов Раççей Геройĕ ятне тивĕçлĕ шайра тытнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Мария Орлова,

вĕрентекен

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6