Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Елчӗкри культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ йӗркелесе ирттерекен регионсем хушшинчи «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» конкурсӑн республикӑри тапхӑрӗ иртрӗ. Елчӗк, Канаш, Йӗпреҫ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Элӗк, Етӗрне муниципаллӑ округсенчи чи пултаруллӑ хӗрарӑмсем хутшӑнчӗҫ унта.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗн чысне ҫӳллӗ шайра Ирина Шумихина (Шӑрттан) хӳтӗлерӗ. Тупӑшусем витер ӑнӑҫлӑ тухса, Ирина ӑмӑртӑвӑн тепӗр тапхӑрне хутшӑнма тивӗҫлӗ пулчӗ.
«Хамӑн ҫемьене, хӗрсен ташӑ ушкӑнне тата «Улах» фольклор ушкӑнне пысӑк тав сӑмахӗ манран. Ҫак тупӑшу пирӗншӗн ҫӑмӑлах пулмарӗ, анчах та эпир пурте пӗрле тӑрӑшса тепӗр тапхӑра тухрӑмӑр», – тет Ирина.
Иринӑна чӗререн саламласа малалла ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Ноябрь 2024 |