Вĕçĕ
Çакăн хыççăн вăл арçынсене курайми пулчĕ. Халĕ, темиçе çул иртсен, ун чĕринче çĕнĕрен юрату çулăмĕ йăлкăшма пуçларĕ. Çук, никама та сÿнтерме памĕ вăл ăна. Сергей Николаевича аса илсенех ун кăмăлĕ уçăлчĕ. Мишăн сăмахĕсем тек хăлхана кĕмерĕç.
Кашни кунах уроксем хыççăн тĕл пулчĕç вĕсем Сергейпа. Нина унăн пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕнче темиçе хутчен те пулчĕ. Пурнăçĕ çинчен пĕлчĕ. Нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ иккен Сергей Николаевич. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пурте сывах. Пĕрремĕш мăшăрланăвĕ телейлĕ пулман ун, ача пулманран арăмĕ урăххи патне тухса кайнă. Шупашкартах пурăнать. Нина ун пурнăçĕнче иккĕмĕш хĕрарăм иккен. Вăл ăна пĕтĕм чĕререн юратать. Нина хăйне чи телейлĕ хĕрарăм вырăнне хурса хĕпĕртерĕ.
Чĕрери вăрттăн савăнăçпа пурăнакан Нина кунсем иртнине те сисмерĕ. Ачисем те ĕнтĕ тахçанах каникулта. Вĕсене хула урамĕсемпе пустуй чупса ан çÿреччĕр тесе вăл лагере кайса ячĕ. Зиновипе Зинăн ывăлĕ те унтах канать. Володьăна ăсатма пынă Зиновипе чылайччен калаçрĕ Нина. Зиновий тепре авланнă иккен. Зина эрех ĕçме пуçланă, арçынсене те тиркемест тесе пĕлтерчĕ ăна Зиновий. Нина та хăй пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Сергей Николаевич пирки çеç халлĕхе сас-хура кăларас мар терĕ.
- Пĕр енчен, шел мана Мишăна. Ачаран ĕç тĕлне пĕлсе ÿсмен-скере пурăнма та йывăр пулчĕ пулĕ. ĕмĕрĕпĕх укçа çинче, пире ним вырăнне хумасăр пурăнап терĕ пулас. Анчах пурнăç ула теççĕ. çĕр çаврака, йăлт хăй вырăнне каялла çаврăнса çитет, - Зиновипе сывпуллашнă май хурланчĕ Нина.
Ачисемсĕр питĕ кичем пулчĕ ăна хваттерĕнче. Сергей та отпуск илсе санаторие канма тухса кайнă. Миша çĕрĕн-кунĕн хваттертен тухмасăр ларни тарăхтарчĕ ăна. Ăçта кайса кĕчĕç икĕ-виçĕ çул каяллахи туйăмсем - Нина ку ыйту çине хуравлаймарĕ. Нина Мишăна чи хаклă çын вырăнне хунă. Яланах вăл мĕн каласса кĕтнĕ, ун куçĕнчен пăхнă. Çемçе кăмăллă çынсене пурăна киле асăрхами те пулаççĕ пулас. Яланах пуринпе те килĕшни, ăшри шухăша çиеле кăларма хăрани куçран ÿкерет. Миша хăйне урăх хĕрарăмсемпе улăштарнине хăй курса хăй ĕненсен улшăнма пуçларĕ Нина. Тек нихăçан та арçынсене ĕненмĕп, юратăва чĕрене кĕртмĕп тенĕччĕ. Анчах çак асамлă туйăм ăна итлемерĕ, вăйпах чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ. Нина хăй тĕрĕс мар тунине пуçĕпе ăнланчĕ пулин те - чĕри итлемерĕ ăна. Чĕлхе çинчен Сергей ячĕ каймарĕ. Ывăл çуралсан Нина ăна Сергей ят парсшăнччĕ - Миша килĕшмерĕ. Халĕ акă урăх Сергей тĕл пулчĕ ун пурнăçĕнче. +ак ятран хаклă ят çук пек туйăнчĕ ăна.
- Эп канмалли кунсенче пĕрле вĕреннĕ Ира патне каясшăн хăнана, _ хаçат вуласа ларакан упăшкине пĕлтерчĕ вăл пĕр каç. - Апатне пĕçерсе хăварап, ăшăтса çиен.
- Хăнана мăшăрсем пĕрле çÿрекенччĕ, эс вара юлашки вăхăтра час-часах пĕччен çухалса çÿре пуçларăн.
- Санран тĕслĕх илетĕп. Эс нихăçан та хăнана пирĕнпе пĕрле çÿремен.
Çук, итлемерĕ упăшкине Нина. Тепĕр тесен, мĕнле упăшка вăл уншăн, енчен те пилĕк çул Нина унпа пĕр вырăн çинче выртмасть пулсан. Ют çынсемшĕн çеç вĕсем пĕр мăшăр. Чунĕсем вара тахçанах пĕр-пĕринчен сивĕннĕ. Пĕрле сÿтсе явмалли ыйту та çук вĕсен. +итменнине шухăшĕсем те тĕрлĕрен. Ачисемшĕн çеç пурăнать вăл Мишăпа. Иккĕшĕ çеç чухне хваттерте сывлăш çитмест ăна. Миша калаçни, утса çÿрени ăна тарăхтарать, чунĕ урамалла, уçă сывлăшалла туртать.
Миша та арăмĕ улшăннине сисет. Хĕнесе те пăхрĕ вăл ăна. Хăй майлă çавăрас тесе йăпăлтатса та пăхрĕ. Анчах Нина чĕри çине çăраççи çакса янă тейĕн, нимĕн те чĕнмерĕ. Ун шухăшĕсене Миша пĕлеймерĕ. ,çĕ ăнса пыманни те тарăхтарчĕ ăна. Фирмăна çăлса хăварас тесе икĕ пÿлĕмлĕ хваттерне, унти япалисене сутни те çăлса хăвараймарĕ. Вĕсене сутса тупнă укçа парăмсене татма та çитмерĕ. Мишăн çапла хăй пĕр пус укçасăр тăрса юлнине ĕненес килмерĕ, ытти фирмăсенче хăй валли ĕç шырарĕ. Иван Петрович та пулăшасшăн пулмарĕ ăна. Вăй хурса ĕçлеме пĕлмен, иртĕхсе çеç пурăнакан арçын юлташĕсен шанăçне çухатрĕ. Виталипе Толя та тĕл пулсанах пăрăнса утаççĕ унран. Вĕсем ĕнтĕ хăйсем валли тахçанах урăх фирмăра ĕç тупнă. +емье арканса пынине те сисет вăл. Арăмĕн шăнса пăрланнă чĕрине ăшăтма сăмах çитмест унăн. Унăн урăх арçын пуррине те туять вăл. Унсăрăн каçсерен таçта çухалса çÿремен пулĕччĕ. Малтанах тÿрре тухма тăрăшатчĕ. Анчах суйма вĕренменскер часах хĕрелсе кайса куçĕсене аяккалла тартать. Юлашки вăхăтра вара шăппăн килсе кĕрет те, нимĕн пулман пек, хваттерте утса çÿрет, ачисен урокĕсене тĕрĕслесен çывăрма выртать. Уйрăм çывăрса та йăлăхрĕ Миша. Анчах Нина яхăнне те ямарĕ.
Урама тухсанах Нина хăйне ирĕк туйрĕ. Пĕрле вĕреннĕ Ира патне каяп терĕ пулин те упăшкине - ун патне кайма шутламарĕ те вăл. Ку килтен пăрăнмалли сăлтав çеç пулчĕ уншăн. Ирăпа мăшăрĕ отпуск илсе яла кайнине те пĕлет вăл. Паян вăл Сергей Николаевич патне хăнана каять. Санаторирен темиçе хутчен те шăнкăравласа хăй тунсăхласа çитни çинчен пĕлтернĕччĕ Сергей. Нина çуралнă кун ячĕпе саламласшăн ăна, кĕтмен çĕртен пырса кĕрсе савăнăç кÿресшĕн. Парнине чылайччен суйларĕ Нина магазинта. Унтан, Сергей хваттерĕнче хăйне аса илтерекен япала пултăр тесе, пăлан кĕлеткине туянчĕ.
Вăл пырса кĕнĕ çĕре канакансем каçхи апатран таврăнатчĕç. Нина вĕсем хушшинче Сергея шырарĕ. Ыттисенчен çÿллĕскере часах асăрхарĕ вăл. Анчах лешĕ, лутрарах сарă хĕрарăмпа кулса калаçса пыраканскер, асăрхамарĕ-ха ăна. Унтан асăрхарĕ те Нина çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр хăраса пăхрĕ. Нина Сергей куçĕнче савăнăç курмарĕ. Вĕсем ăна сивлерĕç. Вăл хăйне те, Сергея та лайăх мар лару-тăрăва кĕртсе ÿкернине туйрĕ. Вырăсла калаçакан çамрăках мар хĕрарăм та вĕсем çине нимĕн ăнланмасăр пăхрĕ.
- Ку кам санăн... арăму-и? Эс авланман темерĕн-им вара? - аяккинчен тĕртрĕ вăл кăштахран çумри арçынна.
Нинăн куçĕсем тĕтреленчĕç. Хăй кунта килсе пысăк йăнăш тунине аванах ăнланчĕ вăл. Куççульне Сергейпа унăн çĕнĕ савнине кăтартас мар тесе кану çуртĕнчен чупнă пекех тухса вирхĕнчĕ. Сергей хăйне чĕннине те илтмерĕ вăл, хыççăн чупнине те курмарĕ, автобус чарăнакан вырăна ÿсĕр çын пек утса çитрĕ.
Акă уншăн иккĕмĕш çухату. Пĕрремĕшĕ хыççăн çĕнĕрен амаланнă юрату вăйпах кĕрсе вырнаçнăччĕ ун чĕрине. Нина хăйне чи телейлĕ хĕрарăм пек туйнăччĕ. Мĕнпур хуйхине унпа пайларĕ, ăна пĕр кун курмасан ăшĕ çунатчĕ, сассине телефонпа та пулин илтес килетчĕ. Халĕ çак ырă тĕлĕкри пек çеç туйăнчĕ Нинăна. Ун туйăмĕсене тепĕр хутчен таптарĕç. çук, Сергея айăпламарĕ вăл çапла пулса тухнăшăн. Хăй айванлăхĕшĕн, çынна сăмахран ĕненме пăрахманнишĕн хурланса йĕчĕ. Астăвать-ха Нина, интернатри пĕр ватă воспитательница вĕсене ялан: «çынна сăмахне итлесе мар, ĕçне кура хаклăр», - тесе вĕрентетчĕ. Нина ун сăмахĕсене ăша илмерĕ. Ятне те маннă ав. Автобус килессе чăтăмсăррăн кĕтекен Нина Сергей сассине тĕлĕкри пек çеç илтрĕ. Тумне улăштарма та ĕлкĕрнĕ иккен вăл. Нинăна каялла таврăнма, куçа-куçăн калаçма чĕнет Сергей. Нина вара ун çине пăхма именчĕ. Куççулĕшĕн вăтанчĕ.
Хула урамĕпе утса пынă чухне çеç Нина шухăшĕсенчен «вăранчĕ». Атăл хĕрринчен инçех мар вырнаçнă чиркÿ патнелле утать иккен вăл. Унта кĕрсе Турăран çăмăллăх ыйтасшăнччĕ Нина _ алăкĕ çинче çăраççи çакăнса тăрать. Сергейăн автобус çине ларас умĕн каланă сăмахĕсем ăна канăç памарĕç. «Арçынсен пулать вăл ун пекки... Эп сана çеç юрататăп.... Таврăнсан пĕрлешĕпĕр», - куçран пăхса йăлăнчĕ вăл Нинăна. Мĕнле хăять вăл юрату çинчен калаçма? Пĕлет-ши вăл юрату мĕнне? Юрату вăл ыталашса савăшни те, чуптуни çеç-ши арçынсемшĕн? Чĕрери туйăмсем ниме те тăмаççĕ-шим? Кама шанмалла, мĕнле пурăнмалла кун хыççăн?
Умра сарăлса выртакан Атăл Нина чĕринче ăшă варкăш çуратрĕ. Хумĕсем çырана киле-киле çапăнаççĕ. Анатран хăпаракан пăрахут çинчен илемлĕ кĕвĕ илтĕнет. Вăл Нинăна хăй патне чĕнет пек. Тикĕс Атăл ăна илĕртрĕ. Вăл çывăхарах пычĕ. Пристань патĕнчех шыва кĕме хатĕрленекен хĕрарăм çине иртен-çÿренсем тăрăхларах пăхрĕç. Хăшĕсем ку ÿсер мар-ши текелерĕç. Нина вĕсен сăмахне ăша илмерĕ. Ăна таврара мĕн пулса иртни пурте пурпĕрех пулчĕ. Вăл хăйĕн туйăм-шухăшĕсемпе çак пурнăçра хăйне валли вырăн тупаймассине, чун-чĕри вилнине ăнланчĕ. Ишме пĕлменскер, шывран хăранă пек нимрен те хăрамастчĕ вăл. Халĕ шыв ăна хăй патне туртнăçемĕн туртрĕ. Кĕлетки йăлт шыва путсан çеç куçĕ умне ачисем тухса тăчĕç. «Мĕнле пурăнĕç-ши вĕсем мансăр?» - çак шухăшсемпе Нина аллисемпе ишнĕ пек туса шыва чăмрĕ.
Тăванĕ-пĕтенĕ çукран нумай çын пуçтарăнмарĕ Нинăна юлашки çула ăсатма. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем чарăнми йĕрекен ачисене лăплантарчĕç. Вилтăпри умĕнче тăракан виçĕ арçын çеç таврара мĕн пулса иртнине курмаççĕ те тейĕн, пурте тарăн шухăша путнă. Кашнин аллинче Нина юратнă роза чечекĕсем. Анчах пĕри те ăна Нинăн вилтăприйĕ çине хума васкамарĕ. «Упрама пĕлеймерĕм сана, каçар. Ачасене аванах пăхса ÿстерĕп», - пăшăлтатрĕ пĕри. «Сана хам май çавăрма пултарайманшăн хама нихăçан та каçармăп. Пĕле тăркачах усал çынсенчен упраймарăм сана», - калаçрĕ тепри. «Капла пулса тухасса пĕлнĕ пулсан сана вăйпах хам патра хăварнă пулăттăм. +авăншăнах вилмеллеччĕ-ши вара?» - шухăшларĕ виççĕмĕшĕ.
Нина вара хĕрлĕ çитсăпа карăнтарнă тупăкра хускалмасăр выртрĕ. Унăн çĕр çинче тÿрĕлĕхре те тасалăхра пурăннă чунĕ хăйне чылай хура-шур тÿстернĕ çынсенчен хăвăртрах леш тĕнчене - канлĕхпе лăпкăлăха - туртăнчĕ.
Сентябрь 2026 |
