Йĕпреç округĕнчи ялсемпе поселоксенче пурăнакансем тахçанах ăнланса илчĕç ĕнтĕ: тăван республикăн пуçарулăх бюджетĕнчен ырă ĕçсем валли уйăракан укçа-тенкĕ пулăшнипе хамăр ялсен сăнне самаях хăвăрт улăштарса лайăхлатма, обществăлла вырăнсене хăтлăлатма, инфратытăма çĕнетме пулать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе пурнăçланакан «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çирĕп çыхăну хăвачĕ темĕнле йывăр лава та вырăнтан тапратма пултаракан механизм пулса тăнине çине-çинех ĕнентерсе пачĕ. Халăхпа канашласа палăртнă ĕçсен ăнăçулăхĕ виçĕ енлĕ вăй пĕрлешсе чăмăртаннипе çуралать; перремĕшĕ - республика пулăшăвĕ; иккĕмĕшĕ - вырăнти влаç активлăхĕ; виççĕмĕшĕ - çынсен пуçарулăхĕпе гражданла позицийĕ.
Хурамал тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем те вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă проектсене эффективлăн пурнăçа кĕртессипе хамăр округра малтисен ретĕнче пыраççĕ. Территори пайĕн начальникĕ Валерий Евграфов ертсе-йĕркелесе пынипе ялсенче куллен-кун ĕç вĕресе тăрать, юсаса, çĕнетсе хута янă кашни объект - çÿлерехри влаç ертÿлĕхĕ умĕнче тунă отчет кăна мар, ял пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатнине ĕнентерекен витĕмлĕ паллă та.
Юлашки виçĕ çул хушшинчи çитĕнÿсене илсе пă-хсан та, Хурамал территори пайĕ ялсен хăтлăхĕпе илемне ÿстерес тесе нумай ĕç туни курăнать. «Ниме» программăпа 2024 çулта уйрăмах ăнăçлă тимленĕ, урамсенчи çулсене юсасси çине ытларах тимлĕх уйăрнă. Чăрăшкассисен пуçарăвĕ - ялти тĕп урамсенчен пĕрне, Ленин урамĕнчи çула юсассипе çыхăннă проекта çул пама йышăнни - çав çулах ĕçпе çирĕпленнĕ. 300 м юхăннă участока юсама пĕтĕмпе 850 пин ытла укçа-тенкĕ тăкакланă, унăн пĕр пайне ял çыннисем хăйсен ирĕкĕпе пухса панă, ытти тăкаксене вара республика тата округ бюджечĕсенчен саплаштарнă.
Ку ял çыннисен активлăхĕ Ленинкассинче пурăнакансене те хавхалантарса янă, вĕсем те хăйсен поселокĕнчи Ленин урамĕнчи çула 520 м тăршшĕ хăпартса, хăйăр, вак чул сарса хытарнă. Хывнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле сумми 1 млн та 300 пин ытларахпа танлашнă, паллах, çĕнĕ çул тума нухратне кашни килтен пама хатĕр пулнă. Ара, пурин те тикĕс те шанчăклă çулпа çÿрес килет-çке.
Тăван республика ырă ĕçсем валли хăйĕн хыснинчен пысăк укçа уйăрса панă чухне мĕншĕн унпа туллин усă курас мар! Çакна хурамалсемпе хумриишексем те чĕре патнех илнĕ, вĕсем те хăйсен юхăннă çулĕсене йĕркене кĕртнĕ, çав çулах Чкалов (480 м, 1105485,86 т) урамĕнчи, Гагарин тата Ленин урамĕсем хушшинчи çулсем (255 м, 829809 т) юсаннă. Кунсăр пуçне Хурамала пырса кĕнĕ çĕрте, çул хĕрринче, ял ятне палăртакан «Ырă çул пултăр!» тесе çырнă стела (646735,55 т) вырнаçтарнă, Киров ура-мĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕ ыйтакан йĕркепе шыв упракан пĕвене тасатса тарăнлатнă (194646,47 т), Хумри Ишек масарĕ тавра çĕнĕ карта (474796,62 т) тытнă.
2025 çулта та çулсене юсаса çирĕплетессипе çыхăннă ĕçсене малалла тăснă, Хурамалти Ленин тата Киров урамĕсенчи, Чăрăшкассинчи Пионер урамĕнчи çулсене хытарса, якатса тухнă. Тата çак ялсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕпе лартнă астăвăм палăкĕсене юсаса йĕркене кĕртнĕ% йĕри-таврашĕсенче тирпейлĕх тунă. +улталăкра «Ниме» программăпа пилĕк проекта пурнăçланă.
Хурамалсемпе чăрăшкассисем, çĕнĕвыçлисемпе хумриишексем питĕ хастар та пуçаруллă. Вĕсем хăйсем пурăнакан юратнă кĕтесне илемлĕрех те хăтлăрах тăвассишĕн хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тума хатĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ çулсеренех пуçаруллă утăмсем тăваççĕ, общество инфратытăмне çĕнетме май паракан пĕр проект хыççăн теприне ĕçлесе хатĕрлеççĕ, республика шайĕнчи конкурса тăратаççĕ те, çĕнтерсе пысăк укçа çаклатаççĕ. Хăйсен çемье бюджечĕн пурлăхне те ырă пуçарусене ĕçе кĕртессине хĕрхенмесĕрех хываççĕ.
Акă, кăçал кăна вĕсем вĕçрен-вĕç сыпăнтарса пырса сакăр проекта пурнăçланă, кашниншĕнех укçине хăйсем те май пур таран уйăрса панă. Пĕр харăсах темиçе объект çинче ĕçлени те пулнă, кун пек чухне вырăнти влаç ертÿлĕхĕ канлĕхе те пĕлмен, пур çĕре те çитмелле, ĕçсем графикпе пулса пынине кăна мар, пахалăхлăн пурнăçланнине те тĕрĕслемелле. Подрядчике шанманшăн мар, халăх хăйсем çине пысăк яваплăх хывса панине тÿрре кăларма тăрăшнипе çапла тимлĕ пулма тивет пуçлăхсен.
Çĕнĕ Выçлире те нумай çĕнĕлĕх пулчĕ çак çулла, Завод урамĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки ыйтакан шыв управне юшкăнран тасатнă. Халăхран 30 пин ытла укçа пухăннă, 80 пинне округ бюджечĕ, ыттине - 167 пине яхăн нухратне - республика бюджечĕ уйăрнă. Çак урамри юхăннă çула та юсанă, пĕтĕмпе 996 пине яхăн укçа-тенкĕ хывнă. Ку суммăн 12 процентне уйрăм çынсем пуçтарса панă, 18 процентне - округ бюджетĕнчен хывнă, ытти, чи пысăк проценчĕ, - республика хыснинчен.
Çак меслетпех Хурамалти Николаев урамĕнчи çула асфальт сарнă, 3805376,09 тенкĕлĕх ĕç тунă. Çул çинчи 400 м проблемăллă участокра юсав ирттерсе (640681,51 т) Киров урамне тирпей-илем кĕртнĕ. Çавăн пекех Овражная урамри çула тирпейленĕ, пĕтĕмĕшле хывнă сумма 1144877,10 тенкĕпе танлашнă. Чкалов урамĕнчи çула хытарнă (1364877,97 т). Çĕнĕ Выçлири Киров урамĕнчи çул çинче те юсав ирттернĕ, пĕтĕмпе тăкакланă укçа сумми - 2798593,03 т.
Чăрăшкассисем пĕр тĕллевлĕн çине тăнипе кунти Пушкин урамне асфальт (2438068,19 т) сарса якатнă. Çĕнетнĕ çулсен шанчăклăхĕ пирки иккĕленмелле пулмĕ малашне, кĕрхи тата çурхи йĕпе-сапара урамсемпе çуран та, çăмăл машинăпа та иртсе çÿреме кăмăллă пулĕ.
«Ниме - Халăх бюджечĕ» программа халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерессишĕн ĕçленине ял çыннисем пурте хăйсем курса тăраççĕ паян. Инфратытăма лайăхлатса пынă май, кулленхи пурнăç ырлăхĕ те хушăнасса çирĕп шанаççĕ.
Иртнĕ тапхăрта, август уйăхĕнче, унччен палăртнă тĕллевĕсем пурнăçланнипе хавхаланнă çынсем пĕрле тĕл пулса канашлас, çитес çул валли çĕнĕ чикĕсем палăртас, проектсем тăратас тесе пухăва пуçтарăннă. Ял старостисемпе пуçаруллă активистсен сăмахне итленĕ май, сиксе тухнă ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн, сасăласа проектсене суйланă. Çав проектсем тăрăх панă заявкăсене малтан муниципалитет комиссийĕ пăхса тухать, чи ĕнентерÿллисене суйласа илсе республика шайĕнчи конкурса хутшăнма çул уçса парать.
Хурамал территори пайне кĕрекен ялсенче сахал мар урамсене йĕркене кĕртнĕ, юсамалли çулĕсем çав-çавах нумай-ха. Тĕп задача - вĕсене юсаса хытарасси. Çакна шута илсе, çынсем çитес 2027 çул валли те çулсене тикĕслессипе çыхăннă проектсене ытларах суйласа илнĕ. Чăрăшкассинче, Хурамалта юсав ыйтакан çулсем уйрăмах чылай. Кусемсĕр пуçне тепĕр проблема канăçсăрлантарать вырăнти хуçасене: «Çуркунне» ача сачĕн çурт тăрри юхăннă, çумăрлă çанталăкра шыв анать. Темиçе хутчен те харпăр-хăй вăйĕпе юсаса пăхнă, анчах проблеми çаплипех юлнă. Тĕплĕ юсав кирлĕ çивиттине. Садикри ĕç коллективĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем «Ниме» программа пулăшнипе йывăрлăхран хăтăлма ĕмĕтленеççĕ. Шаннă кайăкĕ йăвара пултăрччĕ!
Валерий Евграфов, Хурамал территори пайĕн начальникĕ:
Çапла! Хăш объекта чи малтан юсамаллине, мĕн тумаллине халăхпа пĕрле сÿтсе явса йышăнатпăр эпир, проектсене сасăласа суйласа илетпĕр. +апла çулталăкра темиçе хутчен те пуху ирттеретпĕр. Кăçал та çитес çула валли проектсем турăмăр, муниципалитет шайĕнчи комиссие ярса патăмăр. Вĕсен шăпи комисси членĕсен аллинче кăна мар, республика конкурсĕн али витĕр те çĕнтерсе тухмалла пулать-ха.
Шанчăк пысăк, малашне те «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа çанă тавăрсах ĕçлесшĕн, ялсен сăнне тирпей-илем кÿнисĕр пуçне пурнăç условийĕсене те çăмăллатасшăн. Плансем нумай.
Вăхăт иртсе пынă тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçин тилхепине чылай çул тытса пынă май, çак чăнлăха хам куçпа хам курса ĕнентĕм эпĕ% мĕнешкел пысăк вăй пытарăннă пирĕн ĕçчен халăхăмăрта, пĕтĕм йыш – пĕр çирĕп чăмăр пек хăватлă. Кирек епле кăткăс задачăна та пĕрле татса пама пулатех.
Çавăнпах ĕнтĕ, акă, халăх шухăш-кăмăлне мала хума, кашни хăйĕн ирĕкĕпе хутшăнакан субботниксен пĕлтерĕшне, пĕр чĕлхе тупса тĕллевлĕн те туслăн вăй хума пултарнине хаклама пуçларăмăр. Çак пулăмăн паха çимĕçне пурте тутанатпăр халь. Кăçал та кĕр мăнтăрĕпе лайăх улшăнусем пулса иртрĕç пирĕн пурнăçра, тăван тăрăх пĕчĕккĕнех аталанса пынине курсан, чун хĕпĕртет. Хамăръялсем, сирĕн те кăмăлăрсем çапла-и? Эпир, çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕнчен тухнисем, кирек епле йывăрлăха та çĕнетпĕрех. Пĕрле пулар!
Сентябрь 2026 |
