НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çăварни уявĕ

Категория: В районе Опубликовано: 04.03.2022, 14:43 Просмотров: 1051

 Çăварни вăл чăн-чăн халăх уявĕ. Ĕлĕкренех хĕрсем çăварни тесен хитре тутăр çыхнă, çĕнĕ саппун çакнă. Каччăсем лашисене тасатса тирпейленĕ, çунисене хитрелетнĕ. Çăварнире эрнипех икерчĕ çиеççĕ , çунашкапа ярăнаççĕ, катаччи чупаççĕ, юрă юрлаççĕ.

Çак уява «Аистёнок» ача сатĕнче вăй хуракансем ачасемпе пĕрле пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче савăнăçлă кăмăлпа ирттерчĕç.

Шăпăрлансене уява икĕ хаваслă скоморохсем йыхравларĕç.

Шерепеллĕ хитре тутăрсем çыхнă хĕр пĕрчисемпе çеçке лартнă карттуссем тăхăннă арçын ачасем кĕвĕ майăн урама тухрĕç.Вăйă картине тăрса юрă юрларĕç пĕр çавра,ташăсем ташларĕç. Юр чăмăрккисем ăмăртмалла инçене ывăтса, çунашкасемпе пĕр-пĕрне ярăнтарса хĕллепе сывпуллашрĕç.Çуркунне хăй çитнине пĕлтерсе ачасенчен хăйĕн çинчен тупмалли юмахсем ыйтса пĕлчĕ, çуркунне паллисене аса илтерчĕ, сăвăсем итлерĕ. Тухатмăш карчăка курсан вара ачасен кăмăлĕ тата ытларах çĕкленни сисĕнчĕ.Хăйĕн шăпăрĕпе вăл вăйă картинче тĕрлĕ ăмăрту вăййисене йĕркелерĕ, ачасене хавхалантарчĕ.

«Ту патши»,«Лашалла»,«Кам маларах»,«Пăравусла»,«Вĕрен туртасси» ăмăрту вăййисене уйрăмах юратса вылярĕç.

Çăварни икерчĕ йăтса тухнине курсан вара ачасем питĕ хĕпĕртерĕç.Уçă сывлăшра икерчĕ çиме тата тутлăрах пек туйăнчĕ ахăртнех.Тулли кăмăл, ачасен питĕнче савăнăçлă кулă пурне те хавхалантарчĕ, уява тата та малалла тăсма илĕртрĕ.

А.Константинова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5