НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чӑваш тӗррин куравӗ уҫӑлчӗ

Категория: В районе Опубликовано: 22.11.2021, 16:15 Просмотров: 613

Чӑваш тӗррин куравӗ уҫӑлчӗ

Кӗлӗмкасси культура ҫуртӗнче «Чӑваш тӗрӗ - эрешӗ» курав пуҫланчӗ. Мероприятие чӑваш тӗрри Кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ. Фойере тӗрлӗ ӗмӗрти тӗртсе тата тӗрлесе тунӑ алӗҫӗсемпе паллашма май пур.

18-мӗш ӗмӗрти тӗсӗсем те шупкалана пуҫланӑ алшӑлли сурпансем хӑйсен хакне паян кунччен те ҫухатман. 19-мӗш ӗмӗрти тӗрлӗ ҫипсемпе тӗрлесе илемлетнӗ вырӑн сарми тата сӗтел ҫиттисем илемӗпе куҫа илӗртеҫҫӗ. 20-мӗш ӗмӗрти чӑвашсен эрешӗсемпе капӑрлатнӑ саппун, кӗпе тӗррисем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра илемлетнӗ алшӑллисене, тухья, хушпу, мӑй ҫыххи те курма май пур.

Чӑннипех асамлӑ иккен чӑваш тӗрӗ-эрешӗ. Вӗсен вӑрттанлӑхӗсем пирки электронлӑ презентаципе усӑ курса вӗренме май пур. Маргарита Бронникова библиотекарь чӑваш тӗррисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе паллаштарӗ. Куравра тата Чӑваш енри паллӑ тӗрӗ ӑстисем ҫинчен те вуласа пӗлме пулать. 
Курав Чӑваш тӗрри кунӗ ҫитичченех пырать. Вӑл пуриншӗн те усӑллӑ пулӗ, чуна тыткӑнлакан илемӗпе илӗртӗ.

 

Сайт Ибресинского района

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5