Эйпеçри культура çурчĕн ĕçченĕсем ялти вăтам шкул ачисене явăçтарса юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă тăвакан Ваттисен кунне халалланă «Чĕререн чĕре патне» темăпа ÿкернĕ ĕçсен конкурсне йĕркеленĕ.
Çамрăк художниксен тупăшăвне хутшăнма кăмăл тунисем хăйсен ÿкерчĕкĕсенче асламăшĕсемпе аслашшĕсене, кукамăшĕсемпе кукашшĕсене сăнласа панă. Хăйсен ĕçĕсенче тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе усă курма, сăнарсене чăн пурнăçри пекех тума тăрăшнă.
Календарьти паллă кун тĕлне çакнашкал пултарулăх конкурсне ирттерни уяв пĕлтерĕшне татах та ÿстерет кăна мар, аслă тата çитĕнекен ăрусен хушшинчи çыхăнусене те çирĕплетме пулăшать. Паллах ĕнтĕ, ачасен ÿкерчĕкĕсене хапăлласа йышăннă уява паллă тăваканĕсем мăнукĕсене чĕре патнех пыракан хăйне евĕрлĕ парнешĕн ăшшăн, чунтан тав тунă.
Октябрь 2026 |
