НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Вăхăтра сипленсен чире парăнтарма пулатех

Категория: В районе Опубликовано: 03.02.2023, 09:46 Просмотров: 807

30 января - 5 февраля неделя профилактики онкологических заболеваний

(4 февраля Международный день борьбы против рака)

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче кашни çулах рак чирĕпе кĕрĕшмелли кун.Унрах мĕнлерех сыхланнмалла тата еплерех сипленмелли çинчен Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалист онкологĕ, Сергей Алексеев каласа кăтартать.

- Шыçă чирĕ пуççланса кайнине çын мĕле пĕлме пултаратьха?

- Шыçă чирĕсем – тĕнчере çынсем вăхăтсăр вилекен тĕп сăлтавсенчен пĕри. Раççейре кашни çул 600 пин ытла çынăнне рак чирне тупса палăртаççĕ, Чăваш Енре çулталăкра тăватă пине яхăн çыннăнне çак хăрушă чире пуçласа тупаççĕ. Çавăнпа çынсен сывлăхне, пурнăçне сыхласа хăварас тĕлĕшпе ку чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни тата унран сыхланмалли йĕркесене пĕлни тата асра тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах хăвăр сывлăха тимлĕх ытларах уйăрма хăнăхмалла. Организм нумай чухне этеме хăйне евĕр паллăсем парать, систерет темелле. Анчах чылайăшĕ вĕсене асăрхасан та шута илмест. Тухтăр патне курăмлă паллăсене сиссен, чир шала кайсан - начарланса пыма пуçласан, ыратни вăйлансан, юн тухма пуçласан çеç каяççĕ. Пĕр тĕслĕх - пĕлтĕр пирĕн хирургсен операци сĕтелĕ çине ама хутаççинче, çăмарталăхра питĕ пысăк - 40 см сарлакăш, 35 килограмма çитнĕ мăкăль ÿссе кайнă хĕрарăма илсе килчĕç. Хăй каланă тăрăх, кулленхи ĕçсене пула вăл тухтăр патне çитме малтанах вăхăт тупайман, çак ĕçе ырана хăварса пынă,кайран чире шала янăшăн тухтăр умĕнче намăс пуласран хăраса тăнă, шыççа пула сывлама, апат çиме, утма йывăрланса çитсен çеç больницăна килнĕ.

Чире мĕнле асăрхани кăна мар, хăçан тупса палăрти те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Онкологи чирне малтанхи тапхăрта тупса палăртсан 90 процентĕнче унран сывалса çитме пулать. Çакна пурин те асра тытмалла. Çавăнпа диспансеризаце, ытти тĕрĕслеве вăхăтра тухмалла, çапла туни онкологи чирĕсем аталанассинчен сыхланма е вĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма май парать.

- Диспанеризацие мĕнле майпа тухма пулать тата унăн программинче рак чирĕ аталаннине палăртакан мĕнле тĕрĕслевсем пур-ха?

- Диспансеризаци тухма хăвăр пурăнакан поликлиникăна каймалла, пирĕн çĕр-шывра пурăнакан кашни çынах çак тĕрĕслев витĕр тулевсĕрех тухма пултарать. 18 çултан пуçласа 39 çула çитнисен виçĕ çулта пĕрре, 40 çултан иртнисен кашни çулах диспансеризаци тухмалла.

Пирĕн Раççейре кăна диспансеризаци программине рак чирне палăртма пулăшакан 7 тĕрлĕ скрининг кĕртнĕ. Чи пĕрремĕш - матка мăйĕн, пăванчăкĕн (вырăсла шейка матки тетпĕр) мазокне цитологи тĕпчевĕ туни, унта шыçă клеткисем пуррине тĕрĕслени. Ку анализа матка мăйĕн ракне тупса палăртас тĕллевпе 18 çултан иртнĕ хĕрарăмсенне виçĕ çулта пĕрре тăваççĕ. Иккĕмĕшĕ - маммографи - кăкăра рентген мелĕпе тĕрĕслени, тĕпчени. Çак мел те кăкăрта пур улшăнусене вăхăтра, малтанхи тапхăрта тупса палăртма май парать. Ку тĕрĕслеве 40 çултан иртнисене икĕ çулта пĕрре тăваççĕ. Виççĕмĕшĕ - гастроскопи, хырăмлăхпа пыршăсене ятарлă инструментпа, гастроскоппа тĕрĕслени (кĕскен ЭГДС теççĕ). Ăна 45 çултан иртнĕ çынсенне, апат пырĕпе хырăмлăхăн лаймака сийне тĕрĕслеме, язва пуррине, усал шыçăсем, юнăхни, мăкăльсем пуррине пĕлме тăваççĕ.

Çавăн пекех диспансеризаци программине каяшра, калра куçа курăнман юн пуррине тĕрĕслемелли анализа та кĕртнĕ, ăна 40 çултан иртнисене колоректаллă рак аталанма пуçланине палăртас тĕллевпе тăваççĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх, кирлĕ пулсан, колоноскопи тума яраççĕ. Кунсăр пуçне упке ракĕ пуррипе çуккине палăртма флюрографи тăваççĕ, шыçă пуррине сиссен, иккĕленусем пулсан упкене компьютер томографийĕ мелĕпе тĕрĕслеççĕ. 45 çултан иртнĕ арçынсен пилĕк çулта пĕр хутчен юнра простат-специфически антиген (ПСА) пуррине палăртакан анализ памалла. Çакă ар парĕсен ракне (вырăсла рак предстательной железы тетпĕр) малтанхи тапхăрта палăртма май парать.

Кунсăр пуçне, диспансеризаци тухнă чух 40 çултан иртнисенне щит евĕрлĕ парне, ут тесне, çăвара тата айккинчи лимфа тĕввисене (периферические лимфатические узлы тетпĕр) пăхаççĕ. Çакă пуç тата мăй органĕсен улшăнăвĕсене, паталогине тупса палăртма пулăшать.

Акă нумай пулмасть тĕл пулнă пĕр тĕслĕх — диспанеризаци тухнă чух арçын пырта тем ыртанине каланă, çăварне лайăхрах пăхнă чух унăн унта пăнчăсем пуррине асăрханă, ăна пирĕн пата онкодиспансера янă. Диагноз çирĕпленнĕ - унăн çăварĕнче усал шыçă аталанма пуçланă. Çакăн йышши рака малтанхи тапхăрта тупса палăртни сайра пулать, ку - çакăн пек тĕслĕхсенчен пĕри. Шел те, чылай чух çăварта, пырта аталаннă шыçă чирĕсемпе пирĕн пата питĕ кая юлса килеççĕ. Кун пек чух хирургсен пулăшăвĕсĕр май çук, усал чиртен пĕтĕмпех сывалса çитесси пирки те калаçмалли çук.

- Рак чирĕ ан çаклантăр тесен мĕн тума пулать-ха тата унран сыхланма пулать-и?

- Паллах, рак чирне аталанма май паракан, хĕтĕртекен хăш-пĕр сăлтавсем, пĕтĕмĕшле факторсем пур-ха, вĕсем пуриншĕн те паллă темелле. Вĕсен шутĕнче - пирус туртни, эрех ĕçни, сахал хусканни, клетчаткăпа пуян апат сахал çини, ытлашши килограмсем пухни, мăнтрăланни, тĕтĕмленĕ хĕрлĕ какай час-час çини, туррĕн пăхакан хĕвел çинче нумай çурени… Çак йăласенчен хăтăлсан, сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, кирлĕ чухлĕ хускану тусан, медицина учрежденийĕсенче вăхăтра тĕрĕсленсе тăрсан шыçă чирĕсемпе чирлес хăрушлăха чакарма пулать.

- Ракран яланлăхах сывалса çитме, хăтăлма пулать-и, сирĕн практикăра кун пек тĕслĕхсем пулнă-и?

- Онкологсен çавăн пек ăнлав пур: чĕрĕлĕх ( чĕрĕлÿ) прогнозĕ. Комплекслă сиплев курсĕ хыççăн пациент пилĕк çул е ытларах та шыçă паллисене туймасăр пурăнчĕ пулсан ăна «пилĕк çулхи чĕрĕлех, выживаемость» тетпĕр. Апла пулсан сиплев ăнăçлă иртнĕ. Ку тата паллах, чире хăш тапхăрта тупса палăртнинчен те, мĕнле шыçă пулнинчен те килет. Хăш-пĕр шыçă чирне лайăх тĕпчесе çитернĕ, вĕсене ăнăçлă сиплемелли мелсем, вариантсем те тĕрлисем пур. Вĕсен шутĕнче - базальноклетăллă рак текенни, кăкăр ракĕ, щит парĕн тата ар парĕн ракĕсем тата ытти те. Çав вăхăтрах сайра тĕл пулакан, хăйне евĕр, сиплеме йывăртарах шыçăсем те пур.

Рака та шала кайнă чир пек йышăнмалла (вырăсла хронические болезни тетпĕр). Шыçă чирне те гипертоние, ишеми чирне, сахăр диабетне пациент пĕр вĕçĕм тĕрĕслесе тăнă пекех пăхса-асăрхаса тăмалла, пурнăç йĕркине те улăштармалла. Паянхи кун пирĕн пациентсен чылай вăхăт ыратнине туймасăр, пурнăçпа туллин киленсе, нумай çул пурăнас шанăç пысăк.

Ман практикăран щит парĕн ракĕпе чирленĕ хĕрарăм асра юлнă. Унăн сулахай енчи щит парĕнче пи-итĕ пысăк шыçăччĕ, чир шала кайнă, çапах тĕрлĕ енлĕ, калăпăшлă хирурги операцийĕ туса ăна йăлтах касса илме пултартăмăр, çав вăхăтрах хускану функцийĕсемпе сассине упраса хăварма май килчĕ. Хыççăн кирлĕ эмельсемпе сиплени, радиотерапи курсне ирттерни лайăх кăтартусем пачĕ - ултă çул ытла ĕнтĕ вăл хăйне лайăх туять. Дачăна çурет, мăнукĕсене пăхать.

- Чирлĕ çыннăн кăмăл-туйăмĕ мĕнлерех пулни те шыçă чирĕсемпе кĕрешнĕ, вĕсенчен сипленĕ чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ.

- Паллах, çын мĕнлерех кăмăл-туйăмпа сипленни, ыррине шанни, кĕтни кирек епле чирпе, çав вăхăтра шыçă чирĕпе кĕрешнĕ чухне те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чи кирли - тухтăр сĕнĕвĕсене шута илни. Тата ытти чухнехи пекех пурăнма тăрăшмалла — ĕçлемелле, уçăлса çуремелле, çул çÿреве тухмалла, вăхăтăн-вăхăтăн, кирлĕ чух сипленмелле.

Психологи пулăшăвĕ,т имлĕх çынна чирĕн кашни тапхăрĕнчех кирлĕ - малтанах, диагноз лартсан та, сиплев вăхăчĕпе реабилитаци тапхăрĕнче те. Паллах, чирлĕ çыннăн тăванĕсене, çывăх çыннисене те çавăн пек пулăшу парсан лайăх пулмалла. Пирĕн диспансерти психологсем çакăн пек пулăшу пама яланах хатĕр, сывлăхшăн кĕрешнĕ чухне май пур таран тĕрев парса, ырă сĕну-канашпа пулăшса тăраççĕ. Пациентсем те, тăванĕсем те вĕсем патĕнче консультаци илме 8-962-321-70-24 номерпе шăнкăравласа çырăнма пултараççĕ.

Унсăр пуçне Чăваш Енре «Çывăх çынсем» пациентсен пĕрлĕхĕ - шыçă чирĕсемпе чирлисен пуçару ушкăнĕ пур. Вĕсем пĕр-пĕрне кирлĕ сĕну-канашпа, ăшă сăмахпа пулăшса тăраççĕ, хăйсен историйĕсемпе паллаштараççĕ, пĕрлехи ĕçсем, мероприятисем йĕркелеççĕ. Вĕсенче чир паллисем, сиплев мелĕсем, тухтăрсем пирки те ытларах пĕлме пултараççĕ, чи пĕлтерĕши - хăйсем пĕччен маррине туйса илееççĕ.

- Рак тени пурне те хăратать, кун пек диагноз лартсан хăш-пĕр пациент сипленме пысăк хуласене кайма тăрăшать: Мускава, Питĕре е ют çĕр-шыва та. Çак мĕнпе çыхăннă-ши, мĕнрен килет? Сирĕн диспансерта мĕнлерех пулăшу параççĕ-ха, мĕнлерех сиплев мелĕсемпе уса кураççĕ?

- Паллах, ăçта сипленессине кашни пациент хăй татса парать. Пирĕн çĕр-шыври медицина учрежденийĕсенче те, ют çĕр-шывра та сипленме пултарать. Ку - вĕсен ирĕкĕ. Çапах çакна та асра тытмалла - пациентсене онкологи чирĕсенчен сиплемелли йĕрке, протоколсем пур çĕрте те пĕрех. Пирĕн республикăри онкологи диспансерĕ ку енĕпе ятарлă, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парать. Чире тĕрĕс палăртма май паракан хальхи йышши оборудованипе усă куратпăр, вăл шутра - ультрасасă, эндоскопи, рентеноскопи, компьютер тата магнитлă резонанс томографийĕ те… Пирĕн лабораторисенче тĕрлĕ йышши клиникăпа биохими, шыçă клеткисем пуррине палăртма пулăшакан цитологи анализĕсем, иммунологи, генетика тĕпчевĕсем тăваççĕ.

Диспансерта сиплев мелĕсемпе пуринпе те туллин усă куратпăр,тĕрлĕ енлĕ сиплев меслечĕсене пĕрле шайлаштарса пыратпăр: химитетерапи мелĕпе те, çутă пайăркисемпе те… Кăткăс операцисем тăватпăр, çав вăхăтрах органсене сыхласа хăварма тăрăшатпăр.

Пирĕн патра пысăк квалификациллĕ, опытлă специалистсем тăрăшаççĕ. Диагноз лартнă е сиплев тапхăрĕнче ыйтусем, иккĕлену сиксе тухсан федераллă центрсемпе çыхăнатпăр, вĕсенчи ĕçтешсемпе канашлатпăр, вĕсен шухăшне пĕлсе пĕрле мĕн тумаллине палăртатпăр.

- Пирĕн республикăра темиçе çул ĕнтĕ «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» регион программи пурнăçа кĕрсе пырать. Унăн усси пур-и, вăл ырă улшăнусем тума пулăшрĕ-и?

- 2018 çултанпа Раççейре онкологи службине тĕпрен çĕнетес калăпăшлă ĕç пуçланчĕ. Йăлтах - шыçă чирĕсемпе чирлекенсене эффективлă, паха медицина пулăшу парас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. 2024 çулччен пурнăçа кĕртмелли «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» федераллă проект хатĕрлерĕç, çавна май кашни регионтах çакăн йышши программăсем пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - шыçă чирĕсенчен вилекенсен шутне чакарасси. Çавăнпа çирĕп йĕркепе палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн тимлетпĕр.

Çак тапхăрта курăмлă улшăнусем, малтанхи çитĕнусем те пулчĕç, шыçă чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртнисен йышĕ çулленех усет: 2020 çулта - 56,6 процент чухлĕ пулнă пулсан, 2021-мĕшĕнче - 57,6, иртнĕ çул çак кăтарту - 59 процента çитнĕ. Маларах асăннă «пилĕк çулхи чĕрĕлĕх» кăтартăвĕ те юлашки çулсенче чакман, 57 процентпа танлашать.

Пирĕн диспансерта оборудование улăштарас, çĕнетес ĕç малалла пырать, сиплевпе диагностикăн çĕнĕ мелĕсем пурнăçа анлан кĕрсе пыраççĕ. 2019 çултанпа республикăра онкологи пулăшăвĕ памалли 4 амбулатори центрĕ уçăлчĕ, çакă ял çыннисене те ку енĕпе ятарлă пулăшу пама тата профилактика ĕçĕсем ытларах ирттерме май парать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1