НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хурамал ял уявě иртрě

Категория: В районе Опубликовано: 23.07.2018, 09:10 Просмотров: 743

7244Йěпреç районěнче вырнаçнă Хурамал ялěнче кашни çул Тасаран та таса Турă Амăшěн Хусанти тěлěнмелле ěçсем тăвакан сăнне чыслакан кун ял уявě иртет. Кăçал йăлана кěнě уява хурамалсем чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине, ырă ěç тăвакан çулталăкне халалланă.

Уяв кунěнче, утă уйăхěн 21-че, çынсем ирех ялти чиркěве кайса çурта лартса, кěлě туса тасалнă хыççăн ял варринчи лапамра уява пуçтарăнчěç. Уявпа халăха Йěпреç район администрацийěн пуçлăхě Сергей Горбунов саламларě. Вăл Хурамал ялě малалла та аталантăр, çамрăк мăшăрсем ялта тěпленсе урамра ача-пăча сасси илтěнтěр тесе сунчě. Сергей Валерьевич Йěпреç район Хисеп хучěпе ялти маттур спортсменсене - Степан Яковлевпа Никита Петрова - чысларě. Людмила Иванова 2018 çулхи Раççей Федерацийěн президенчěн суйлавне хастар хутшăннăшăн тěп суйлав комиссин Тав хутне илме тивěç пулчě.

Йěпреç район администрацийěн пуçлăхě ял тăрăх пуçлăхне Дмитрий Петрова тата хурамалсене авалтан пыракан йăлана пăрахăçламаншăн тав турě, малалла ăна иртерессине шанчě.

Салам сăмахěпе Дмитрий Михайлович та калаçрě. Вăл ял тăрăхěн администрацийěн хисеплě наградине - "Хисеплě гражданин" ята панă тесе çирěплетекен свидетельствăна - ялти сумлă, хăйěн пурнăçне тăван колхоза халалланă çынна, Людмила Николаевна Кирилловăна, пачě.

Уявра кăçал "ылтăн" туй паллă тăвакан çемьене - Николай Васильевичпа Зоя Яковлевна Столяровсене - саламласа парнесем пачěç. Çавăн пекех "кěмěл" туй тăвакансене те манса кайман, ялта 12 ун пек çемье. Вěсен шутěнче - Сергей Георгиевичпа Татьяна Васильевна Малышевсем, Егор Антоновичпа Алена Ананьевна Чулаховсем, Вячеслав Геннадьевичпа Надежда Геннадьевна Удюровсем, Фёдор Михайловичпа Наталья Васильевна Чаквинсем, Сергей Михайловичпа Алена Николаевна Аюкинсем, Николай Михайловичпа Надежда Ивановна Тимуковсем, Владимир Николаевичпа Валентина Валериевна Назаровсем, Эдуард Николаевичпа Надежда Зиноновна Назаровсем, Леонид Михайловичпа Галина Николаевна Марковсем, Василий Николаевичпа Нарспи Николаевна Абрамовсем, Владимир Васильевичпа Елена Константиновна Хураськинсем, Николай Димитриевичпа Ольга Петровна Хураськинсем. Кăçал çемьере хутшăннисене те манса кайман - ялта ун пек 6 çемье.

Дмитрий Петров çемьесене уявпа чěререн саламларě, малалла та пěрле пěр-пěрне юратса, хисеплесе, пулăшса, вăй парса, тěрлě тумхахсене çěнтерсе пыма сунчě. Унтан вăл культура шайне ÿстерекенсене, ялти хастар çамрăксене парнесем парса паллă туса хăварчě.

Ял тăрăхěн пуçлăхě ял уявне ирттерме пулăшакансене те паллă туса хăварчě, тав сăмахě каларě. Вăл ял урамěсене тирпейлěхре тытакан, ял пурнăçне илемлетессишěн тăрăшакан хастарсене ырăпа асăнса хăварчě, çитес çул та çынсем ял илемěшěн пěр пулса тăрăшасса шанчě.

Уяв вăхăтěнче халăха вырăнти культура çумěнчи пултарулăх ушкăнěсем, çумăн ялсенчи тата Шупашкартан килнě артистсем савăнтарчěç. Çамрăксем тěп парнене - такасене - çěнсе илессишěн ирěклě майпа кěрешесе вăй виçрěç тата мини-футболра тупăшрěç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2