Чăваш Енри полицейскисем Пăрачкав округĕнче çул хĕрринче чарăннă «Хавал» машинăна асăрханă, водительпе пассажир (упăшкипе арăмĕ) мĕнле сăлтава пула çул хĕрринче ларнине ыйтма пынă.
Çул-йĕр инспекторĕсем документсене тĕрĕсленĕ, хайхисем питĕ хытă пăшăрханса ÿкнипе сисчевленсе багажнике уçса кăтартма ыйтнă - унта 3 килограмм наркотик (гашишпа марихуана) выртнă.
Çак тавар хăйсем патне мĕнле лекнине мăшăр çийĕнчех каласа панă. Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче вĕсем çак партие Сарăту облаçĕнчен вăрттăн вырăнтан илсе кайнă. Ăна Тутарстанра сутма палăртнă, анчах çитеймен.
Упăшкипе арăмне пысăк виçепе наркотик сутма тăнăшăн явап тыттарĕç. Вĕсен 4 миллион ытла тенкĕ тăракан машинине арестленĕ. Уголовлă ĕçе Улатăр районĕн сучĕ пăхса тухĕ.
Июль 2026 |
