НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Саншăн чунăм та шел мар

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 11:15 Просмотров: 153

Улькка Эльмен

Повеç

Малалли

Мăшăрне итленĕ май Нина роза чечекĕсен пĕлтерĕшне те аванах ăнланса илчĕ. Вăл хăйĕн айванлăхне пула Миша улшăннине, малашне йĕркеллĕ пурăнма пуçлассине ĕненчĕ. Анчах вăл чечексене ăшă кăмăлтан, ăна хисеплесе туянман иккен. Вĕсем Нинăн кăмăлне çавăрма çеç кирлĕ пулнă. Анчах та... тен, ку Нинăн пурнăçне улăштарма пулăшĕ. Тен, арăмĕ те ăна пулăшма пултарнине туйса Миша ачисене те, ăна та çĕнĕрен юратма пуçлĕ. Икшер-виçшер кун çухалса çÿреме пăрахĕ. Вăл çавăн пек тунинче, тен, Нинăн хайĕн те айăп пур. Ялан ачисем çинчен шухăшласа упăшкине кирлĕ чухлĕ ăшшине те параймарĕ пуль. Тен, çемье кăвайчĕ çĕнĕрен чĕрĕлĕ?

- Ăçтан шыраса тупас-ха ман ăна? - кăштран ыйтрĕ вăл мăшă-рĕнчен.

- Сан ăна шырама кирлĕ мар. Эпир ыран «Россия» ресторанта пуçтарăнатпăр. Ăнсăртран тенĕ пек пыр эс унта. Асту, чи илемлĕ те, хаклă кĕпÿне тăхăн, эп илсе панă хăлха çаккине çак. Сăрланма ан ман. Тарасовăн ĕлĕкхи туйăмĕсене чĕрт.

- Юрĕ, калаçса пăхăп.

Нина ресторана пынă чухне Мишăсем сĕтел хушшинче ларатчĕç. +амрăк хĕрарăм алăкран кĕрсенех арçынсем ун еннелле пăхнине асăрхасан именсе кайрĕ. Питçăмартисем пĕçернине туйрĕ. Иван Тарасов та Мишăсемпе пĕрлех ларать. Нина урисене аран-аран пусса упăшки патнелле утрĕ.

- О-о, Нина, мĕнле шыраса тупрăн эс мана? - Миша хулĕнчен пырса тытсан çеç тăна кĕчĕ халличен ресторанта пулса курман хĕр-арăм. - Паллашăр, манăн мăшăр, Нина. Юратнă арăмран ниçта та тарса хăтăлаймастăн.

Пуринпе те паллаштарчĕ Миша Нинăна. Упăшки çавăн пек япшар чĕлхеллĕ пулма пултарассине пĕлмен те вăл. Сĕтел хушшинче ларакан кашни арçын пирки ăшă сăмах калама та, йăпăлтатма та манмарĕ вăл. Иван Тарасов Нинăн аллисене вăрахчен чăмăртаса силленине курсан Нина çине пăхса куçне хĕсме те ĕлкĕрчĕ. Кураксен пулккине лекнĕ хур ами пек туйрĕ хăйне Нина çак ушкăнра. Миша каланă тăрăх, вăл упăшкине шыраса ресторана килнĕ пек пулса тухрĕ. Аван мар капла. Упăшки хыççăн чупса çÿрет тесе калама та пултарĕç. Пăрахса тухса кайма та хатĕрччĕ вăл, анчах Мишăна аван мар лару-тăрăва лартас темерĕ. Тата... вăрттăн шанчăкĕ, Мишăна хăй майлă çавăрас шанчăкĕ, ăна пукан çине пăраларĕ. Тĕлĕкри пек итлерĕ вăл арçынсен калаçăвне. Турилкке çинчи салата та вилкипе тĕккелесе çеç ларчĕ.

- Ну, çитĕ ларса, каяр-ха эпир Нинăпа, пире ачасем те кĕтсе ывăнчĕç пулĕ, _ упăшкин сасси ыйхăран вăратрĕ Нинăна. _ Иван Петрович, эсир Нинăпа пĕр вăхăтра вĕренменччĕ-и пединститутра?

- Çапла, пĕрле, - Миша калаçма пуçласан çеç Нина кунта хăй мĕн тума килнине аса илчĕ. _ Анчах та пирĕн факультетсем урăхчĕ.

- Астăватăп Нинăна. Вăтанчăкчĕ вăл хĕр чухне, _ куларах сăмах хушрĕ Иван Петрович. _ Сăмах хушсанах хĕрелсе каятчĕ. Ну, мĕнле пурăнатăн, Нина Николаевна?

- Аванах, - ашшĕ ятне те астунăран аванмарланчĕ Нина. - Хăвăр мĕнле?

- Эпĕ те аванах. Анчах мăшăр тупаймарăм хама валли. Ватă хусах ĕнтĕ эпĕ. Сирĕн ачасем те пур пулĕ-ха?

- Ачасем пур. Иккĕ тан, - Нина сăмах хушма ĕлкĕриччен хуравларĕ Миша. - Хĕрпе ывăл. Ывăлĕ чисти эп.

- Аван. Эпĕ вара тĕкĕсĕр.

- Мĕн эпир капла ура çинче.  Атьăр пирĕн пата, Иван Петрович. Нина мĕнле пурăннине пырса курăр. Ачасемпе паллашăр. Чĕнетпĕр-и Иван Петровича хăнана, Нина? Ку тĕлпулăва паллă тумаллах.

Хваттере пăхса çÿренĕ чухне те, ачисемпе паллашнă чухне те Нинăна вĕçертмерĕç Иван Петрович куçĕсем. Сенкерскерсем хĕрарăма пăраларĕç те пăраларĕç. Нина та упăшки сисмен хушăра ун çине вăрттăн пăха-пăха илчĕ. Чылай ватăрах курăнать вăл хăй çулĕнчен. Тен, арăмсăр пурнăç çăмăл мар. Тен, ĕçĕ йывăр. Çÿçĕ çеç ĕлĕкхи пек - сарă. Анчах сарă çÿçлĕ çынсене нихăçан та кăмăлламан Нина. Иван Петрович çине те вăл пиччĕшĕ çине хĕрхенсе пăхнă пек çеç пăхрĕ.

- Ну, хăна пултăм, çитет. Киле таврăнма вăхăт, - Нинăн аллине чуптунă май калаçрĕ Иван Петрович. - Сире те тек чăрмантарас мар. Нина Николаевнăн та ыран уроксем.

- Тавтапуç, пире хисеплесе хăнана килнĕшĕн, - алă тытса сывпуллашрĕ Миша та. - Нина, ăсатса яр. Эпĕ чашăк-тирĕке пуçтарăп, ачасене çывратма вырттарăп.

Иван Петровича подъезд умнех ăсатма тухрĕ Нина. Лешĕ васкаманнине кура вăл та чарăнса тăчĕ. Тата Миша хушнă ĕçе те пурнăçламан-ха вăл. Упăшки те ăна çав сăлтавпах хăнана ăсатма янине ăнланчĕ.

- Ну, каласа пар, Нина, мĕнле сан чăн-чăн пурнăçу? - урампа утнă май ыйтрĕ Иван Петрович.

- Эсир куртăр вĕт ман пурнăçа, - хуллен сăмах хушрĕ Нина.

- Çук, Нина, курмарăм. Ку вăл Михаил Григорьевич пурнăçĕ, сан мар.

- Иван Петрович, эпир унпа малашне мĕнле пурăнасси сирĕнтен килет. Тархаслатăп сире, пулăшăр мана, - хăйпе ăшшăн калаçакан арçын çине тĕмсĕлсе пăхрĕ Нина.

Çамрăк хĕрарăм çапла улшăнни арçынна тĕлĕнтерчĕ. Вăл пĕр самант Нина çине тинкерсе пăхса тăчĕ.

- Мĕншĕн апла шутлатăн?

- Ман упăшка сивĕнчĕ манран. Икшер-виçшер кун çухалса çÿрет.

- Нина, коммерципе ĕçлекенсен пурнăçĕ çавнашкал. Час-часах командировкăсенче çÿреме тивет. Эпĕ те...

_ Çук-çук, _ пÿлчĕ Иван Петровича Нина. - Ĕç çеç мар кунта, урăххи. Юлашки вăхăтра вăл киле питĕ çиллес таврăнать. Мана, ачасене хĕнет.

_ Эпĕ вара мĕн тума пултарăп?

_ Туян эс вĕсен эрехне. Ăна сутаймасан Миша ĕçне çухатать. Пирĕн ачасем пур. Хĕрхен вĕсене. ĕç çухатсан Миша пушшех те усалланса каясран шикленетĕп. Ман унпа пĕр чĕлхе тупас килет. Юратап эп ăна, Ваня, - юхакан куççульне шăлчĕ Нина.

_ Юрĕ, туянăп эп вĕсен эрехне. Анчах ăна шеллесе мар, сана пулăшса, - хыççăн пыракан «Волги» çине ларнă май калаçрĕ арçын. _ Паянхи тĕлпулу та ăнсăртран пулмарĕ пулĕ тетĕп, Нина. Анчах çакна асту, эпĕ Михаил Григорьевича тахçантанпах пĕлетĕп. Тетте ан пул ун аллинче. Сывă пул. Ак сана ман телефон, йывăр пулсан - шăнкăравла.

Упăшкине пулăшма пултарнăшăн савăннă Нина ун юлашки сăмахĕсене ăнланмарĕ. Мĕнле тетте пирки каларĕ вăл. Мĕн тетти. Мишăран хаклă çын çук уншăн çĕр çинче. Ахалех усал каларĕ вăл ун пирки. Вăл уншăн чи лайăххи. Алăри визиткине Мишăна хăçан та пулин кирлĕ пулать тесе халат кĕсъине чикрĕ.

Ĕç çавăн пек хăвăрт татăлнăшăн Миша та савăнчĕ. Мăшăрне ыталаса илсе хăй тавралла çавăрса илчĕ. Кĕçех çĕнĕ хваттер туянасси пирки ĕмĕтленсе калаçрĕ. çывăрма та пĕрлех çывăрчĕç вĕсем çав каç. Телейлĕ Нинăн питĕнче тĕлĕкре те ăшă кулă çиçрĕ. Тепĕр кунне документсене хатĕрлесе пĕтерни çинчен шкула шăнкăравласах пĕлтерчĕ Миша. Нина савăнăçне пытараймасăр çĕнĕ хыпара пĕлтерме вырăс чĕлхипе литература кабинетне вĕçтерчĕ.

- Пĕлетĕн-и, Зина, эпĕ паян питĕ телейлĕ çын. Мишăн чĕрине каялла хам пата тавăртăм. Вăл мана та, ачисене те малтанхи пекех юратать.

- Саламлатăп, - сÿрĕккĕн хуравларĕ Зина.

- Тавтапуç, Зина! Эпĕ чи телейлĕ çын паян, - савăнăçпа çиçекен Нина Зина хăйĕн çине йĕрĕнерех пăхнине те сисмерĕ. _ Санăн Зиновий та каялла таврăнать, акă курăн.

Уроксем пĕтсенех килне чупнă пек вĕçтерчĕ Нина. Çула май магазина кĕрсе апат-çимĕç туянчĕ. Миша вĕрентнĕ пек хаклисене туянчĕ вăл. «Йÿнĕ тавар сутакан магазина кĕрсе ятна ан яр», - тенĕччĕ ăна пĕррехинче упăшки. Подъезд умĕнче яланхи пек хăйĕн çине ăмсанса пăхакан кинемейсемпе те ăшшăн калаçас, хăй те вĕсем пек çынах пулнине пĕлтерес килчĕ. Анчах, Миша таврăниччен тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме васкакан-скер, вĕсене сывлăх сунса çеç иртрĕ.

Хваттере кĕнĕ-кĕменех телефон хытă янăранине илтрĕ вăл. Упăшки шăнкăравлать иккен.

- Нина, эп вăхăта сая ямасăр хваттер пирки калаçса татăлма каятăп. Час таврăнаймастăп паян киле, мана ан кĕтĕр, чао, - арăмĕ сăмах хушма ĕлкĕриччен трубкăна хучĕ Миша.

Нина çак сăмахсене илтнĕ хыççăн ури вăйĕ пĕтнине туйса лаках диван çине ларчĕ. Нивушлĕ каллех малтанхи пурнăç пуçланать. Иван Петрович калашле, Миша унпа усă курчĕ çеç-ши? Çук-çук, пулма пултараймасть. Нивушлĕ çав тери усал чунлă пулма пулать. Тен, хваттер пиркиех калаçмалла? Эрех ĕçме-сĕрех пулмасть ĕнтĕ ун пек чухне. Нина усал шухăшсене пуçĕнчен сирсе майĕпен хăйне лăплантарчĕ.

Çур çĕр иртсен çеç таврăнчĕ Миша киле. Хĕрĕнкĕ. Алăкран кĕнĕ-кĕменех Нина ун сăнĕ çиллес пулнине асăрхарĕ.

- Ну, юр-ратнă ар-р-рăм , кала-ха, - шăл витĕр сăрхăнтарчĕ вăл сăмахĕсене, - мĕн пирки килĕшрĕ Иван Петрович эрех туянма?! Калатăн-и эс?!

- Миша, - упăшки çиллине сирес тесе ачашшăн калаçрĕ Нина мăшăрĕпе, - ан калаç-ха кирлĕ мара. Вăл мана мар, сана пулăшма килĕшрĕ.

- Пĕлетĕп эп вĕсен пулăшăвне! Хитре хĕрарăмсемшĕн вĕсем тем тума та хатер. Ну, хыв-ха ман атта! - хаярланнăçемĕн хаярланчĕ Миша. _ Паянхи пурнăçра кирек мĕнле ĕçе те ахаль тумаççĕ! Çÿлерех лараканнисене укçа та хĕрарăм тупса пар. Вара вĕсем саншăн тем те тăваççĕ! Кала-ха, Нина Николаевна, ăçта, миçе хутчен тĕл пултăр?!

Ÿсĕр упăшки ун сăмахĕсене пурпĕрех ĕненмессине ăнланса Нина тек чĕнмерĕ, Мишăн аттисене хывса батарея çине лартма хатĕрленнĕччĕ çеç, сасартăк хăйне тăнлавран темĕн пырса çапăннине туйрĕ. Вăл хытă ыратнипе куçĕсене хупрĕ. Унтан, умĕнче упăшки тăнине асăрхасан, атăсене пăрахсах питне аллисемпе хупларĕ.

- Мĕншĕн хĕнетен эс мана? Мĕн турăм эп халь?

- Сире, хĕрарăмсене, эрнере пĕрре хĕнемесен ĕнсе çинче шуйттансем чупма пултараççĕ. Мана никам арçыннипе те улăштарма ан хăйнă пул! Вĕлеретĕп!

Ирхине, Нина вăраннă тĕле, Миша килте çукчĕ ĕнтĕ. Çамрăк хĕрарăм упăшки хĕнесе хăварнă шăмшакне аран-аран хускатрĕ. Ăçта каяс? Ăшри асапа кама каласа парса чуна пусарас? Зина! Вăл çеç ăнланĕ тусĕн асапне. Хăй те ывăлне ашшĕсĕрех пĕччен ÿстерет. Хуйхă курнă çын теприне ăнланатех.

Чылайччен алăк умĕнче шăнкăрав çине пусса тăчĕ Нина. Каялла таврăнма тесе çаврăннăччĕ çеç - пусма картлашкипе Смирновсен ывăлĕ, Володя, хăпарнине курчĕ. Вăл Нина çине шикленерех пăхрĕ те каялла анса тарма пуçларĕ.

- Володя, ăçта эсĕ?

- Нина Николаевна, юрамасть сирĕн пирĕн пата кĕме.

- Мĕншĕн, Володя?

- Унта... унта, - калас сăмаха каламасăр тăчĕ Володя.

- Юрĕ, атьăр эппин. Хăвăр курăр.

Малалли  пулать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网