«Галина Казакова ăшра хускалнă, чун витĕр тухнă йĕркесене шухăшласа шăрçалать. Сăввисенче çепĕç туйăм вылявĕ, чĕрĕ шухăш хĕлхемĕ çиçет. Тăван тăрăх илемне курма, туйма, пурнăçа юратма, хаклама пĕлни сисĕнет…»
Елизавета Михайлова,
«Юратăр пурнăçа, унпа киленĕр» кĕнекерен
Çуралнă çĕршывăм
Çакăнта çуралнă эпĕ,
Çакăнта эп пурăнап.
Савнă манăн Чăваш Енĕм,
Эп санпа мăнаçланап.
Ĕçченех-çке манăн халăх,
Пултаруллă та хастар.
Пур чунтан хăпартланмалăх,
Пур вăй-хал, çунать кăвар.
Хумханать тулă пуссийĕ
Пуç тайса çут хĕвеле.
Хуратул анийĕн сийĕ
Ĕнтĕ шап-шур çеçкере.
Хумлă-хумлă ыраш уйĕ,
Кăн-кăвак утмăлтурат.
Халăхăн виçесĕр мулĕ
Аршăн-аршăн тăсăлать.
Хырлăх, чăрăшлăх, юманлăх,
Хурăнлăх, çăка кати...
Пур кунта чун йăпатмалăх
Сиплĕ сывлăш - чун уççи.
Çакăнта çуралнă эпĕ.
Чи илемлĕ çĕршывра.
Савнă енĕм, Чăваш енĕм,
Вĕрентет пире ырра!
Пĕртен-пĕрех аннеçĕм
«Анне» сăмах епле вăл çепĕç
Вăл хăй тăрать пин ылтăнран.
Анне, пĕртен-пĕрех
аннеçĕм,
Эс хаклă маншăн пур мултан.
Чăн пирĕшти пекех упранă
Мĕн пĕчĕкрен тăван анне.
Мала вĕçмешкĕн çунат панă
Ÿссе çитсессĕн хăй хĕрне.
Тавах, анне, пурнăç панишĕн,
Тавах ÿстернĕшĕн савса.
Сăпка юрришĕн, ун кĕввишĕн,
Ялан пулнишĕн ман çумра.
Ура çинче тăратăп çирĕп,
Ĕмĕтÿ çитрĕ сан, аннем!
Çапах пит хаклă тăван килĕм
Анне ăшшийĕ чĕннĕрен.
Тен, вăхăтра ăнланаймарăм,
Аннеçĕм, пилĕн чăн хакне.
Чун ăшшине, тен, параймарăм
Халь йышăнсам ăна, анне!
Пурăнасчĕ савăнса çеç
Пурнăç анлă сукмак евĕр:
Тăвалла, анаталла...
Е çунатсăрах вĕçетĕн,
Е ÿкетĕн аяла.
Усалпа та тĕлпулатăн,
Тĕлпулатăн ырăпа.
Чĕрепе ялан шанатăн -
Пулĕ-ха телей умра.
Шанчăк чĕрере пулсассăн
Утас çулĕ çăмăлрах.
Юратупа чун пулсассăн
Вĕçĕн те çунатсăрах.
Пурнăçăмăр самант евĕр,
Пĕрре курнă тĕлĕк пек.
Тепĕр хут нихçан килеймĕ,
Тавăраймăн иртнине.
Хĕвел пăхĕ, çумăр çăвĕ,
Хывĕ асамат кĕпер.
Мĕн пÿрнийĕ пурте пулĕ,
Тулĕ туйăмпа чĕре.
Пурăнасчĕ савăнса çеç
Кашни ырă самантпа.
Çутă йĕр çеç хăварасчĕ
Хам хыçран та сан хыçран.
Июль 2026 |
