Пысăк Упакасси ялĕнче пурăнакан Елизавета Васильевна Трякова патне çак кунсенче хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсен йышĕнче - территори пайĕн пуçлăхĕ Виталий Романов. Сăлтавĕ те пур - ялти хисеплĕ ватă, вăрçă ачи 94 тултарчĕ.
Елизавета Васильевна пысăк çемьере çитĕннĕ, саккăрăн ÿснĕ вĕсем. Совет Союзĕ çине тăшман тапăнса кĕнĕ кунччен темиçе кун маларах кăна хĕр ача 9 тултарнă. Аслă пиччĕшĕсене вăрçăна илсе кайнă. Хуçалăхри мĕнпур ĕç-хĕл ваттисемпе хĕрарăмсем, ачасем çине тиеннĕ. Терт-нушине чылай астивнĕ çав çулсенче çынсем. Тем пек йывăр пулсан та пурнăç малаллах шунă, курмаллине курнă, чăтмаллине чăтнă.
Хĕр пулса çитсен яштака кĕлеткеллĕ, илĕртÿллĕ сăн-питлĕ Лисука ялти Николай Тряков куç хывнă. Мăшăрланса çемье çавăрнă çамрăксем, 5 ача çуратса ÿстернĕ. 10 хутчен асанне-кукамай пулнă Елизавета Васильевна. Мăнукĕсем те çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Паянхи куна унăн 25 кĕçĕн мăнук! Ачисен ачисене курма шăпа тухнăшăн питĕ телейлĕ вăл, кашнинех юратать. Шел пулине те, мăшăрне çак телее курма çырман. Ачисем амăшне юратаççĕ, манмаççĕ, унăн кун-çулĕ лăпкă та канлĕ пултăр тесе пур енĕпе те юрама тăрăшаççĕ, амăшĕ ыйтнине-хушнине тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те час-часах килсе каяççĕ. Кун пек чухне сăн-пичĕ телей-савăнăçпа çуталса кăна тăрать Елизавета Васильевнăн, кăмăлĕ çаврăнса, вăй кĕрсе каять тейĕн.
95 çула кайнă пулин те хастар-ха Елизавета Васильевна. Ял пурнăçĕпе, ентешсен кун-çулĕпе интересленсех тăрать, хаçат-журнал вулама юратать. +уралнă кунĕпе саламлама килнĕ Виталий Аркадьевичпа та темчченех ăшшăн калаçса ларнă вăл, ĕлĕкхине, пурнăçри нумай пулăмсене, ялти улшăнусене аса илнĕ. Елизавета Васильевна нумай çул клубра кассир ĕçне пурнăçланă. Шăпăрлансене кино курма тÿлевсĕр кĕртсе яни те тем чухлех пулнă - ара шелленĕ ĕнтĕ ялти ача-пăчана. Темиçе çул каялла кăна-ха пурнăç пач урăхлаччĕ - клуба кино курма кĕресси пысăк савăнăç пулнă, ачасемпе çамрăксемшĕн вара пушшех те.
Виталий Аркадьевич хисеплĕ ветерана çирĕп сывлăхпа вăй-хал, çывăх çынсенчен пархатар курма суннă. Елизавета Васильевна пуçлăха хăйне хисеп тунăшăн, манманшăн тав тунă, хăнана час-часах килсе çÿреме ыйтнă.
Анна Михайлова
Июль 2026 |
