Анатри Кĕлешкасси ялĕнче пурăнакан хисеплĕ те ятлă-сумлă ĕç ветеранĕ, йышлă ача амăшĕ, «Амăшĕ_героиня» медале тивĕçнĕ Валентина Евдокимовна Герлова иртнĕ эрнере, тĕрĕсрех каласан, çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче, 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.
Паллă кун ячĕпе ăна чун-чĕререн юратса ачисемпе мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем пĕрле пухăнса, тулăх кĕрекере хăнасем пуçтарса, кăмăла уçмалăх ăшă сăмахсем каласа, çепĕç юрăсем шăрантарса хĕрÿллĕн саламланă. Пĕтĕм ĕмĕрне тăван тăрăх аталанăвĕшĕн, ачисемпе мăнукĕсен телейлĕ те ăнăçлă малашлăхĕшĕн тăрăшса ирттернĕ сăпайлă та ĕçчен хĕрарăма Чăваш Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев килне пырсах хисеп тунă. Вăл пур енĕпе те ырă тĕслĕхлĕ амăшне Тав çырăвĕпе чысланă, асăнмалăх парнепе тата чечек çыххипе хавхалантарнă.
Валентина Евдокимовна Тури Кĕлешкассинче çуралнă. Çемьере вăл пĕччен, пĕр ача кăна пулса ÿснипе çитĕнсе çитсе качча тухсан йышлă ачаллă пулма ĕмĕтленнĕ. Шутласа хуни пурнăçланнă та! Хăйсен тăрăхĕнчех çуралса ÿссе тем те тума пĕлекен ăста алăллă каччă пулса çитĕннĕ Михаил Васильевич Герловпа тĕл пулсан, вăл çак йĕкĕт Турă панă мăшăрĕ пуласса пĕтĕм чун-чĕрипе туйса илнĕ. Яш каччă ăна юратса хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтсан, Валентина хирĕçлемен, килĕшнĕ.
Шăпа çирĕп мăшăра ача хыççăн ача парнеленĕ, хĕвел пек хÿхĕм хĕрĕсемпе юман пек патвар ывăлĕсем пĕтĕмпе 10-ăн çитĕннĕ çемьере. Вĕсене пурне те ашшĕ-амăшĕ хăйсем суйланă профессие илме пулăшнă.
Ашшĕ пултаруллă платник пулнăран ывăлĕсем те çак ĕçре маттур пулса çитĕннĕ, пăчкă-сава, пуртă аллисенче выляса кăна тăнă. Ывăлĕсем кашниех, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек, мăшăрланса тăван килтен уйрăлса тухмалăх пÿрт лартнă. Шел, Валентина Евдокимовна мăшăрне тата ывăлĕсенчен пĕрне питĕ ир, кĕтмен çĕртен çухатнă, кинĕн те ĕмĕрĕ кĕске пулнă. +авăнпа нумай ачаллă амăшĕ тепĕр пысăк та яваплă тивĕçе, хăр тăлăха юлнă 2 мăнукне воспитани парассине, хăй çине илнĕ, вĕсене те хăйĕн хÿттинче тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ, çын тунă.
Амăшĕн ăшши, ăса тата ĕçе вĕрентсе каланă сăмахĕ, туй туса мăшăрлантарнă чухне панă пилĕ кашни ачи валлиех çитнĕ. Çавăнпах пуль вĕсем пурте тенĕ пекех тăван енрех тымар янă, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, çавах анне-атте килĕнчен уйрăлман. Ачаран пыракан йăлапа халĕ те пурте юратнă амăшне кил-тĕрĕшри ĕçсенче пулăшса тăраççĕ.
Сисĕнмесĕрех хыçа юлса пыраççĕ-çке çулĕсем! Вăхăта тытса чараймăн! Валентина Евдокимовна та тăхăр теçетке çул тултарчĕ. Хăйне аван туять-ха вăл, яланхи пекех вашават, çăмăллăн çÿрет, ял-йышпа хутшăнать, çĕнĕ хыпарсемпе интересленет. «Пурте çителĕклĕ пурнăçра. Тата урăх мĕн кирлĕ; Ачамсемпе мăнуксен сывăхĕшĕн, телейĕшĕн Турра кĕлтăватăп. Тăван çĕр çийĕн ялан мирлĕ те хĕвеллĕ тÿпе пултăр! +авна çеç сунатăп», - тет нумай пулмасть кăна-ха сумлă юбилей кĕрекинче ларнă Валентина Евдокимовна хальхи çамрăксене вăрăм та çутă ăраскаллă ĕмĕр пиллесе.
Светлана Быкова
Июль 2026 |
