НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Чăваш Ен - манăн тăван çĕршывăм»

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 10:52 Просмотров: 142

Çак ятпа Киров территори пайĕн тĕп культура çуртĕнче Республика кунне халалланă пĕлĕве анлăлатма пулăшакан мероприяти йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Енĕн патшалăх гимнĕпе уçнă.

Уява килнĕ ачасене культура вучахĕн заведующийĕ Светлана Соловьева республикăн çуралнă кунĕ ячĕпе саламланă, тăван енĕн чăн-чăн патриочĕсем пулса ÿсме, вĕренÿре, илемлĕ пултарулăхра, обществăлла ĕçсенче, спортра пысăк çи-тĕнÿсем тума çирĕп сывлăхпа хастарлăх, ăнăçусем суннă.

Унтан ачасем пурте пĕрле хамăр республика тăрăх виртуаллă çул çÿреве тухнă. Унăн историйĕпе çывăхрах паллашнă, патшалăх символĕсене аса илнĕ, 21-мĕш региона карта çинче шыраса тупса палăртнă. Ачасем чăваш халăхĕн ĕлĕкренех йăлана кĕрсе юлнă çĕр ĕçченĕсен уявĕ - Акатуй - çинчен каласа панине уйрăмах тимлесе итленĕ, ун çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе, ыйтусем те панă.

Ку уявăн пĕлтерĕшĕ анлă, чи кирли çакă -  чăвашсем тĕрлĕ халăхсене хапăл туса йышăннине, пуринпе те туслă та килĕшÿллĕ пурăнма, ĕçлеме тата канма хатĕр пулнине ырă ĕçсемпе, савăк тĕлпулусемпе çирĕплетни! Ачасем Акатуйпа çыхăннă йăла-йĕркесем çинчен нумай çĕннине пĕлнĕ.

Çав кун клубра ал ăстисен лаççи те ĕçленĕ, ÿкер-чĕкри чăваш наци костюмĕсене тĕрĕсемпе, чĕнтĕрсемпе капăрлатма вĕреннĕ ачасем.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网