Çак тапхăрта Республика кунне халалланă мероприятисем сахал мар иртрĕç пирĕн округра. Акă Хурамалти вăтам шкул çумĕнче ĕçлекен «Хĕвелĕм» кану лагерĕнче те асра юлмалли пысăк уяв пулнă. Наталия Александрова тата Надежда Керимова организаторсем паллă кун тĕлне пуян программа туса хатĕрленĕ, унта лагерьте канакан тата сывлăхĕсене çирĕплетекен ачасене йышлăн явăçтарнă.
Малтанах ачасене тăван республикăн историйĕпе кĕскен паллаштарнă, унтан вĕсем «Манăн Чăваш Ен» интеллектуаллă викторинăна хутшăнса хамăр республикăн патшалăх символĕсене мĕнлерех пĕлнине кăтартса панă. +апла чылай ыйту хуравне шыранă май, вĕсем тăван ен историйĕпе кун-çулĕ, чăваш халăхĕн культури, йăли-йĕрипе сăмахлăхĕ çинчен ытларах пĕлнĕ, хăйсен тавракурăмне анлăлатнă.
Мероприяти участникĕсене ялти культура çурчĕн заведующийĕ Надежда Керимова ирттернĕ «Сик! Тух!» этновăйă уйрăмах тыткăнланă, вĕсем тăван халăхăмăрăн ĕлĕкрен упранса пынă вăййине кăмăлĕсене ирĕке ярсах хутшăннă, карталанса юрланă, такмаксем каланă. Чăваш юррисен илемлĕ кĕввисем янăрама тытăнсан, тÿссе тăрайман, чăвашла саккăрла çаптарса ташша янă. Çавăн пекех шăпăрлансем çĕрĕ памалла выляса савăннă, «Çăпата ывăтни», «Шăшипе кушак», «Юхан шыв» вăйă-конкурссенче пĕр-пĕрин çаврăнăçулăхне, хастарлăхне тĕрĕслесе пăхнă.
Ешĕл çерем çинче иртнĕ вăйăсене ача-пăча чăн чăваш тумĕсемпе капăрланса тухнине курма мĕнешкел кăмăллă пулнă тата! Пурте тĕрĕллĕ кĕпесемпе, тухъя, масмак, шÿлкеме, пиçиххи тата ытти капăрлăх мĕн тери илем кÿрет пĕчĕкçĕ чăвашсене! Савăнса кăна сăнаса тăнă ачасем вылянине-кулнине уява курма килнĕ ашшĕ-амăшĕсем. Çавна май вĕсен чун-чĕринче йăл илнĕ чăвашлăх туйăмĕ татах та вăйланнă.
Июль 2026 |
