НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Туҫари «Ахах» халӑх фольклор ушкӑне тĕнчери халăхсен хушшинчи «Чăваш Ене мухтаса» III фестиваль-конкурсăн лауреачě

Категория: В районе Опубликовано: 02.03.2020, 16:22 Просмотров: 1378

0057Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чаваш Республикинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Шупашкар хулинче Туслăх çурчĕнче Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ пулӑшнипе литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестиваль иртрĕ. Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Севастьяновна Архипова.

Асăннă конкурсăн тĕп тĕллевĕ – Тăван енĕмĕрти наци культурине, халăх йăлисене тата професси ăсталăхне упраса хăварасси тата аталантарасси, ҫамрӑксем хушшинчи хастарлăха ӳстересси, Чӑваш ҫӗршывӗн пуян историпе культурине туллин уҫса парасси.

Конкурс-фестивале тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе ҫитнĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тутар тата Пушкӑрт Республикинчен, Чӗмпĕр тăрăхĕнчен, Крымран, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнчен, Мускавран, Замби, Чехи, Ангола, Алжир, Египет, Палестина, Туркменистанпа Узбекистан тата ытти çĕршыври çамрăксем куçăмлă тата куçăмсăр майпа тăратнă. Унта Чӑваш Республикинчи Йĕпреҫ районĕнчи Туҫа ялěнчи «Ахах» халӑх фольклор ансамблĕ те хутшӑннӑ, курма килнĕ хӑнасене «Ҫӑварни» йӑли-йĕркипе паллаштарнӑ.

Хутшăнакансене жюри членесем Любовь Бушуева, Надежда Гайбурова тата Валентина Архипова тĕплĕн итлесе, тĕрлĕ номинацире хакланӑ. «Фольклор ăсталăхĕ» номинацире туҫасем 3-мĕш вырӑн йышӑннӑ.

Туҫа ялĕнче ҫуралса ÿснĕ Галина Казакова та ҫак конкурс-фестивальте хутшӑннӑ. Вӑл хӑй ҫырнӑ сӑвӑпа «Литература вулавĕ» номинацире 1-мěш вырăн ҫĕнсе илнĕ.

Сăвă вулакансене тата хайлакансене Светлана Асаматпа Раиса Сарпи тата Юрий Сементер паллă поэтсем «Литература хайлавĕ, литература вулавĕ» номинацире итлесе, хакласа хăйсен сĕнĕвĕсене панӑ.

«Чăваш Ене мухтаса» конкурс-фестивальте Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблеин ертÿçи Лев Кураков, Туслăх çурчĕн директорĕ Юрий Токмаков, ветерансен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Семенов, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров тата ыттисем те тухса калаçна, хутшăнакансене тата çĕнтерÿçĕсене тав тунӑ.

 

Сайт Ибресинского района

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5