НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

"Пурнӑҫ ҫырнӑ тĕрёс кĕнеке" наукӑпа практика конференцийё иртнĕ

Категория: В районе Опубликовано: 20.03.2023, 14:17 Просмотров: 535

Пурнӑҫ ҫырнӑ тĕрёĕ кĕнеке» наукӑпа практика конференцийё иртнĕ

Пуш уйӑхён 18-мёшёнче Йёпреҫ муниципалитет округён тёп вулавӑшёнче чӑваш чёлхипе литературине вёрентекенсен ассоциацийё пуҫарнипе «Пурнӑҫ ҫырнӑ тёрёс кёнеке» наукӑпа практика конференцийё иртрё. Ҫак конференцине ентеше - Николай Петровский-Теветкеле «Чӑваш Республикин халӑх поэчё» мухтава тивёҫлё ят панине халалланӑ.

Вёрентекенсемпе пёрле конференцире районти «Ҫёнтерӳшён» хаҫат редакцийён ветеранё, Йёпреҫ поселокён хисеплё гражданинё, Ҫемен Элкер премийён лауреачё Геннадий Васильевич Кузнецов пулчё. Поэтпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑ, чылай сӑввине тишкернё, пурнӑҫ ҫулне, пултарулӑхне пёлекен сӑмахне киленӳпе итлерёҫ вёрентекенсем.

Хӑйсем те кӑсӑклӑ та пысӑк тавракурӑмлӑ темӑсемпе тухса калаҫни, ҫавра сётел хушшинче сӳтсе явни кӑмӑлсене ҫёклерё, малалла ёҫлес туртӑма хавхалантарчё.

Тёп вулавӑш ёҫченёсем те Николай Петровский-Теветкел ҫинчен тухнӑ ҫёнё кёнекепе паллаштарчёҫ.Поэтӑн нумях пулмасть кун ҫути курнӑ «Ҫёрлехи ҫутӑсем» кёнекине те савӑнсах тишкерчёҫ вёренекенсем.

 

 

Ибресинский МО.

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5