ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты "За победу"

Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет со 100-летием образования органов внутренних дел Чувашии

Категория: Актуально Опубликовано: 06.07.2020 10:31 Просмотров: 1199

Хисеплӗ полици ӗҫченӗсем тата милици ветеранӗсем!

 Сире Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен органӗсене туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Республикӑра лӑпкӑ лару-тӑру хуҫаланни, халӑх шанӑҫӗпе хӑ-рушсӑрлӑх тивӗҫлӗ шайра пулни – сирӗн ӗҫӗр кӑтартӑвӗ.

Паллах, Чӑваш Енри ШӖМ ӗҫ-хӗлӗн ҫирӗплӗхӗпе тухӑҫлӑхӗн ни­кӗсне полици ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗ тата вӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене яланах тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани йӗркелет. Сирӗнтен кашниех, званине тата йышӑнакан должноҫне пӑхмасӑр, республика территорийӗнче общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тата саккунлӑха ҫирӗплетес тесе ырми-канми тӑрӑшать. Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн.

Преступлени тӑвассипе кӗрешес тата право йӗркине сыхлас ӗҫре нумай ҫул хушши пухнӑ хӑйсен нимрен паха опытне хальхи йӗрке хуралҫисен ӑрӑвне паракан республикӑри шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсене уйрӑммӑн ӑшӑ сӑмахсемпе палӑртса хӑварас тетӗп.

Ҫак паллӑ та асран кайми кун паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑршӑн, хас­тарлӑхӑршӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫӗршӗн тата служба тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа пынӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тунине йышӑнсамӑр.

Хӑрушӑ та ҫӑмӑлах мар ӗҫӗрте сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑр-сене ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑхпа телей сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                      Олег Николаев

Уважаемые сотрудники полиции и ветераны милиции!

 Поздравляю Вас со 100-летием образования органов внутренних дел Чувашии!

Спокойная обстановка в республике, безопасность и доверие населения – это результат вашей работы.

Безусловно, фундамент стабильности и эффективности работы МВД по Чувашии – профессионализм и добросовестное отношение к своим обязанностям сотрудников полиции. Каждый из вас, вне зависимости от звания и должности, вносит свою лепту в укрепление общественной безопасности и законности на территории республики. Спасибо вам за это.

Особенно хочу отметить ветеранов органов внутренних дел республики, которые годами нарабатывали опыт в борьбе с преступностью и охране правопорядка, чтобы передать его нынешнему поколению сотрудников МВД. 

В этот памятный день примите самые теплые поздравления и слова глубокой благодарности за ваш героизм, мужество, отвагу, честный и добросовестный труд, образцовое исполнение служебного долга. 

Желаю успехов в нелегкой и опасной службе, крепкого здоровья, счастья и благополучия вам и вашим близким!

Временно исполняющий обязанности
Главы Чувашской Республики                                                       Олег Николаев

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

ПРАЗДНИКИ

НАШИ СОЦСЕТИ