ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты "За победу"

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравляет с Днем работника прокуратуры Российской Федерации

Категория: Актуально Опубликовано: 10.01.2020 15:46 Просмотров: 363

Чӑваш Республикин прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Эсир саккунлӑхпа право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр, патшалӑх интересӗсене тата граждансен прависене шанчӑклӑн хӳтӗлетӗр, Чӑваш Енре пурӑнакансен умӗнче чӑннипех те ырӑ ятлӑ шутланатӑр.

2019 ҫулта прокуратура пирӗн республикӑра транспорт тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтерес, ачасемпе сусӑр ҫынсене тата ветерансене социаллӑ хӳтлӗх парассине лайӑхлатас енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, коррупципе тата «сӑрӑ» ӗҫ укҫи тӳлессипе хастарлӑн кӗрешнӗ.

Прокурор службин ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗпе яваплӑхӗ, ҫынсемпе тимлӗ пулни, хӑйсен ӗҫне юратни, таса чунлӑхӗпе хӑюлӑхӗ, тивӗҫе парӑнни тата принциплӑхӗ халӑхра пысӑк хака тивӗҫнӗ.

Хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлессине халалланӑ, пуян та нимрен паха опытне ҫамрӑк ӑрӑва паракан прокуратура органӗсен ветеранӗсене уйрӑммӑн палӑртса тав тӑватӑп.

Прокуратура ӗҫченӗсене пурне те ҫирӗп сывлӑх, яваплӑ та ҫӑмӑл мар ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем, чӑтӑмлӑхпа хастар кӑмӑл, ырлӑх тата телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                     Михаил Игнатьев

 

 

 

Уважаемые работники и ветераны прокуратуры Чувашской Республики!

Примите искренние поздравления с профессиональным праздником!

Вы вносите значительный вклад в укрепление законности и правопорядка, эффективно отстаиваете интересы государства и права граждан, пользуетесь заслуженным уважением жителей Чувашии.

В 2019 году прокуратурой в нашей республике проделана большая работа по устранению нарушений в сфере транспорта и ЖКХ, повышению социальной защищенности детей, инвалидов и ветеранов, велась активная борьба с коррупцией и серыми зарплатами.

Профессионализм, ответственность, внимательное отношение к людям, преданность делу, мужество, верность долгу, порядочность и принципиальность прокурорских работников заслужили высокую оценку в обществе.

Выражаю особую признательность ветеранам прокуратуры, которые посвятили свою жизнь службе Отчизне, передали накопленный богатый опыт молодому поколению.

Желаю всем работникам прокуратуры крепкого здоровья, успехов в нелегком и ответственном труде, стойкости и оптимизма, счастья и  благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                     Михаил Игнатьев

Comments are now closed for this entry

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

ПРАЗДНИКИ

НАШИ СОЦСЕТИ