ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты "За победу"

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем радио

Категория: Актуально Опубликовано: 07.05.2019 10:25 Просмотров: 89

Ҫыхӑнӑвӑн мӗнпур отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Радио кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Раҫҫей ҫынни Александр Попов аслӑ ученӑй радио шухӑшласа кӑ­ларни – этемлӗхӗн малашнехи кун-ҫулӗ ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ паллӑран та паллӑ пулӑм. 1895 ҫулта туса хатӗрленӗ пӗрремӗш радиоприемник пра­луксӑр ҫыхӑну мелне ҫирӗплетнӗ, вӑл вара каярахпа мӗнпур ҫӗнӗ технологисен никӗсӗ пулса тӑнӑ. Цифрӑлав саманинче те радио унчченхи пекех хисепре шутланать тата вӑл пур ҫӗрте те яланах пирӗнпе – ӗҫре те, килте те, транспортра та, кану вырӑнӗсенче те.

Радио, карас ҫыхӑнӑвӗ, цифра телевиденийӗ, интернет пирӗн пур­нӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ, ӑна туллирех тата хӑтлӑрах тӑваҫҫӗ. Паян Чӑваш Енӗн чи аякри кӗтесӗнче пурӑнакансем те хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе тата тӑванӗсемпе пӗр чӑрмавсӑр ҫыхӑнса калаҫма пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех республикӑра, ҫӗршывра тата тӗнчере пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен вӑхӑтра пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтри технологисем инҫӗшне ҫывӑхлатма кӑна мар, тер­риторисен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма та пулӑшаҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ наци проекчӗсенчен пӗрне экономикӑна цифрӑлас ӗҫе халалланӑ. Пирӗн тӗллев – пысӑк калӑпӑшлӑ даннӑйсене памалли, тишкерсе тухмалли тата упрамалли конкуренцие юрӑхлӑ, ҫирӗп тата хӑрушлӑхсӑр инфратытӑм туса хурса халӑх хуҫалӑхӗн мӗнпур отрасльнех ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртме майсем йӗркелесси.

Ҫыхӑну отраслӗнче вӑй хуракан ҫамрӑк специалистсен ӗҫри ӑс­талӑхӗпе хастарлӑхӗ тата ветерансен пуян опычӗ умри тӗллевсене туллин пурнӑҫлама май парасса шанса тӑратӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ырӑ шанӑҫ, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые работники и ветераны всех отраслей связи!

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем радио!

Изобретение радио нашим соотечественником, великим ученым Александром Поповым – важное событие, во многом определившее дальнейшую историю человечества. Первый радиоприемник, увидевший свет в 1895 году, положил начало беспроводной связи, которая стала основой всех новейших технологий. В век цифровизации радио продолжает оставаться популярным и окружает нас везде – на работе, дома, в транспорте, в местах проведения досуга.

Радио, мобильная связь, цифровое телевидение, интернет прочно вошли в нашу жизнь, сделав ее насыщеннее и комфортнее. Сегодня даже в самых отдаленных уголках Чувашии люди могут оперативно связываться с родными и близкими, быть в курсе событий, происходящих в республике, в стране и во всём мире.

Современные технологии не только сокращают расстояния, но и способствуют социально-экономическому развитию территорий. Не случайно один из национальных проектов посвящен цифровизации экономики. Наша задача – обеспечить условия для внедрения современных технологий во всех отраслях народного хозяйства, создав конкурентоспособную, устойчивую и безопасную инфраструктуру высокоскоростной передачи, обработки и хранения больших объёмов данных.

Уверен, что профессионализм и энтузиазм молодых специалистов и богатый опыт ветеранов связи позволят достичь поставленных целей.

Искренне желаю вам оптимизма, доброго здоровья, счастья, благополучия, новых профессиональных успехов и достижений!

 

Глава Чувашской Республики                      Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

ПРАЗДНИКИ

НАШИ СОЦСЕТИ