НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным женским днем

Категория: Актуально Опубликовано: 10.03.2018, 11:22 Просмотров: 616

martaХаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Пирӗн пурнӑҫри мӗнпур лайӑххи этемлӗхӗн хӳхӗм пайӗпе ҫыхӑннӑ. Эсир тӗнчене ырӑрах тӑватӑр, кил-йышшӑн ырми-канми тӑрӑшатӑр, пурнӑҫ парнелетӗр. Хӑвӑрӑн илӗртӳлӗхӗрпе ӑсӑра, пурнӑҫри ҫирӗплӗхе тата харсӑр кӑмӑлӑра пула эсир ҫемье вучахне тивӗҫлӗн сыхласа упратӑр.

Арҫынсем сирӗн илемлӗхӗрпе евӗклӗхӗртен, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарма пӗлнинчен, ҫепӗҫлӗхӗрпе ырӑ кӑмӑлӑртан хӑпартланса тӗлӗнеҫҫӗ.

Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем пултаруллӑ, хастар тата ӑнӑҫуллӑ. Эсир обществӑн политикӑпа экономика тата социаллӑ пурнӑҫне хастарлӑн хутшӑнатӑр, тӑван ҫӗр аталанӑвне питӗ пысӑк тӳпе хыватӑр.

Ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхса ӳстерес ӗҫри ача амӑшӗн пӗлтерӗшне хак пама та ҫук. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ачисене халаллать.

Амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси, ҫемье институтне ҫирӗплетесси, ҫураласӑха ӳстерме майсем туса парасси патшалӑх политикин пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутӗнче. Юлашки ҫулсенче кӑмӑл-сипет, ҫемье хаклӑхӗсене халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем пур енлӗн пулӑшу илсе тӑраҫҫӗ.

Эпир малалла та пирӗн хӗрарӑмсем малашлӑха ырӑ шанчӑкпа пӑхма пултарччӑр тесе мӗн кирлине йӑлтах тума тӑрӑшӑпӑр.

Сирӗн пурнӑҫӑр яланах ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, килӗрте тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх тата пӗр-пӗрне ӑнланни хуҫаланччӑр.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑхпа телей, ҫитӗнӳсем тата юрату сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                           Михаил Игнатьев

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5